Шупашкарта хоккей площадкисен шучĕ ÿсрĕ

27 Чÿк, 2015

Хĕллехи кану тесен эпир тÿрех конькипе, йĕлтĕрпе ярăннине аса илетпĕр. Халăха сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтарас, канăва усăллă йĕркелес тĕллевпе Шупашкар хулинче ятарлă площадкăсем уçаççĕ. Пĕлтĕр çавăн пек вырăнсем республикăн тĕп хулинчи Çамрăклăх бульварĕнче тата Афанасьев урамĕнче хута кайнă.

Хула ертÿлĕхĕ площадкăсен хисепне тата та ÿстерме палăртать. Вĕсенче хывăнса тăхăнмалли вырăнсем, лармалли саксем пулĕç, музыка кăмăла çĕклĕ. Вĕри чей ĕçме, конькисене вăхăтлăх усă курма илме май килĕ. Вырăнти спорт инструкторĕсен пуçарăвĕпе спортăн хĕллехи тĕсĕсене кăмăллакансем валли куллен спорт мероприятийĕсем йĕркелĕç. Чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче хоккей коробкисене тăвас тата çĕнетес тĕллевпе аукцион иртнĕ. Хальлĕхе вара Гузовский урамĕнчи 21 çурт умĕнче çĕнĕ площадка хута яма палăртнă.

 

А.ГРОМОВА.

Рубрика: