Шупашкарта Г.Волков палăкĕ уçăлчĕ

29 Раштав, 2015

«Иртнине асра тытман халăхăн пуласлăхĕ çук», - аса илтерчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев этнопедагогикăна никĕсленĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕн Геннадий Никандрович Волковăн палăкне уçнă çĕре хутшăннисене. Савăнăçлă церемони раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта Ленин проспектĕнчи скверта иртрĕ.

«Чăваш халăхĕ иртнине асра тытать, хальхине хакласа пурăнать, пуласлăха шанăçпа пăхать. Çавна май экономикăна лайăхлатма, производствăна йĕркелеме, хамăрăн çĕре тата тăван тăрăха юратма çĕнĕ майсем тупăнаççĕ», - терĕ Михаил Игнатьев.

Палăка уçнине халалланă савăнăçлă мероприятире Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов тата ыттисем пулчĕç.

Хăйĕн сăмахĕнче регион Ертÿçи палăртнă тăрăх - Волков академик яланах пултарулăх шыравĕнче, талантлă, мал ĕмĕтлĕ çын пулнă: «Геннадий Никандрович хăйне нихăçан та шеллемен, нумай ĕçленĕ, çутçанталăкра вăй-хал тупнă, çĕр-аннемĕртен вăй илсе тĕрекленнĕ. Çавна май унăн шухăшĕсемпе идейисем кулленхи пурнăçри проектсене çаврăннă».

ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов Геннадий Волков академикăн ĕçĕ пурăннине палăртнă, мĕншĕн тесен хăйĕн шухăшĕсене ырлакан, вĕсене малалла тăсакан сахал мар çынна вĕрентсе ÿстернĕ. «Геннадий Волков этнопедагогикăн паллă шкулне йĕркеленĕ, унта пин-пин çул ăс-хакăлĕпе усă курнă. Паян халăхра çĕнĕрен вăй илсе вăл хăйĕн çимĕçĕсене кÿрет. Академик сăмахĕсене илсе кăтартас килет, паян вĕсем уйрăмах вырăнлă: «Астăвăмсăр йăла-йĕрке çук, йăла-йĕркесĕр воспитани çук, воспитанисĕр çын çук, çынсăр халăх çук». Воспитани - ку вăл тĕслĕх тата юрату. Геннадий Никандрович пирĕншĕн чăннипех те тĕслĕх те, юрату та. Çак палăк патне пирĕн ачасем, мăнукăмăрсем çÿрĕç, ĕмĕр-ĕмĕр асăмăрта пулĕ вăл. Аслă ăсчахăмăр никĕсленĕ идейăсем яланлăхах юлĕç», - терĕ вĕренÿ министрĕ.

Этнопедагогикăна никĕслекенĕн палăкне хатĕрлес енĕпе 2011 çул вĕçĕнче ĕçлеме пуçланă, унăн авторĕ - Владислав Немцев. Скульптура пулмалли вырăна ăнсăртран суйласа илмен - Геннадий Волков çак урамра нумай вăхăт пурăннă. Паллă ăсчах палăкне çĕклемешкĕн кирлĕ укçана - 2,5 млн тенке - Шупашкар хулинчи педагогика общественноçĕ пухнă.

А.ЛЬВОВА