Шупашкарта Çуркуннепе Ĕç уявне хавхаланса ирттерчĕç

Паян çу уйăхĕн 1-мĕшĕ. Çанталăк паян чăнах та çуркуннене,ĕçе юратакансене, хисеплекенсене уяв туса пама хатĕрленнĕ евĕрлех - хĕвеллĕ, ăшă, çутă. Ирхи 9 сехет иртсенех хула автобусĕсемпе троллейбусĕсем лăк туллиехчĕ - уява васкаççĕ. Тĕп хуламăрăн тĕп урамĕ вара пысăк уяв сценине çаврăннă тейĕн. Унта мĕн чухлĕ илем, хаваслăх, капăрлăх. Ялав, транспарант, сывлăш хăмписем, чечексем, хăйсен аллипе тĕслĕ хутран ăсталанисем,  туяннисем, чĕррисем,... Чи пахи вара Çуркуннепе Ĕç уявне хутшăнакансен çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмĕ.

Мана демонстрацие хутшăнакансемпе юнашар утнă май, пĕрле утакансен хаваслă, пĕрлĕхлĕ, малашлăха ăнтăлулăхĕ тапса тăни сисĕнсе тăчĕ. Майăн 1-мĕшĕн уявне темиçе çул каялла политика пĕрлĕхĕсен вăййи пек хаклама пуçланăччĕ тăк, халĕ вăл ĕç халăхĕн уявĕ  пулни чуна  çĕклентерет.  Кунта Шупашкарти ĕç организацийĕсен, вĕренÿ учрежденийĕсен - шкулсен, лицейсен, колледжсемпе аслă вĕренÿ учрежденийĕсен,  ача сачĕсен ĕçченĕсем, спорт пĕрлешĕвĕсен коллективĕсем, кĕвĕ-юрă, ташă ушкăнĕсен, библиотека, музей, театр ĕçченĕсем...

Ува Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика ертÿлĕхĕпе пĕрле хутшăнчĕ.  Çул пуçĕнче пынă май республикăн Хĕрлĕ лапамĕнче республика ертÿлĕхĕ демонстрацие хутшăнакансене саламлама чарăнчĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев,  Раççей Федерацийĕн Патшалăх думин депутачĕсем Н. Малов, О. Николаев, Л. Черкесов, В. Шурчанов, республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Ю. Васильев, финанс министрĕ С. Енилина, республикăн сывлăх сыхлавĕн министрĕ В. Викторов, хула администрацийĕн пуçлăхĕ А. Ладыков тата ытти министр пурччĕ.

Политика партийĕсенчен "Пĕрлĕхлĕ Раççей", "Справедливая Россия", "Партия роста", "Пенсионерсен партийĕ," "КПРФ", "Граждан инициативи партийĕ" тата ыттисем те Çуркуннепе Ĕç уявне халăхпа пĕрле палăртма тухнă...

Уяв ăнăçрĕ тесе калама хăюлăхăм çитет. Вăл çуллахи хĕрÿ ĕç тапхăрне хатĕрленекенсене хавас кăмăлпа пĕрлех малашне тата харсăртарах ĕçлеме, çĕкленÿллĕ кăмăлпа малалла ăнтăлма вăй паратех. Çапла пултăрччĕ.

Ирина ВАСИЛЬЕВА, республикăн офтальмологи клиника больницин тĕп врачĕн заместителĕ, тĕп врач тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ:

- Паянхи уява пирĕн коллективăн çуррине яхăн тухрĕ - 70 çын еннех. Çынсем кăмăлпах хутшăнаççĕ демонстрацие. Кунти хавхалануллă лару-тăру кăмăл-туйăма çĕклентерет. Пĕр йышри çынсен хутшăнăвне çывăхлатать, коллектива çирĕплетме пулăшать. Туслă йышра ĕçлеме  кăмăллăрах. Эпĕ çак пульницăра 20 çул ĕçлетĕп. Халăх пĕрлĕхне, хăватне туйма паракан уява çак тапхăрта сиктерменпе пĕрех. Ачасем пĕчĕкрех чухне çеç, пĕр-икĕ çул, уява тухайманччĕ. Халăхпа пĕрле яланах пуласчĕ.

Виктор КОЧЕТКОВ, ЧР Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи:

- Эпĕ коллективпа пĕрле утрăм. Çуркуннехи уяв туйăмĕ чунра хуçаланать паян. Манпа утнă çынсен те çаплах пулĕ тетĕп, хаваслă шÿт-кулă çавна çирĕплетет. Çуркуннепе Ĕç уявĕ - ĕлĕкренпех анлă палăртакан уяв. Вăл ăрусене  çывăхлатать, аслисен ырă йăлине тăсни аван. Эпĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Атте-анне заводра ĕçленĕ. Ача чухнех  вĕсемпе çак урам тăрăх çĕкленÿллĕн утаттăм.

Юрий КУЗНЕЦОВ, пенсионер, ĕç ветеранĕ, Хисеп палли орден кавалерĕ, Раççей пенсионерсен партине кăмăллать:

- Йĕри-тавра юрă-кĕвĕ, ташă-çемĕ. Хаваслă шÿт-кулă кăмăла уçать. Çынсемпе хутшăнма юрататăп, аслă çулта пулин те яланах халăхпа пĕрле. Ташă ушкăнне çÿретĕп. Çуркуннехи уяв пире çĕкленÿ кÿрет. Малалла та çаплах пултăрччĕ. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче ветерансен çĕнтерÿ вальсне Хусанкай керменĕ умĕнче ташлама хатĕрленетпĕр. Пĕрлĕхре - вăй. Мирлĕ ĕç - пурнăçа аталантаракан хăват.

Сăн ÿкерчĕксем...

www.hypar.ru

Эльвира ИВАНОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас