Шупашкарта «Çĕр пин тĕрĕ тĕнчинче» мастер-класс халăха пуçтарчĕ

Этнокультура конференцийĕ тĕрлĕ секцие пайланса малалла ĕçлерĕ. Чăваш çипуçĕллĕ Евгения Жачева Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, тĕрĕ ăсти халăха «Çĕр пин тĕрĕ тĕнчине» пуçтарчĕ.

Кăсăкланакансем питĕ нумайăн пулчĕç. Евгения Николаевна тĕрĕ-çĕвĕ тĕслĕхĕсене пысăк çыхă илсе килнĕ. Сĕтел çине майласа хунă май вăл хăй йĕри тавра пуçтарăнакансемпе калаçма пикенчĕ. Тĕрĕ вăрттăнлăхĕсем, чăваш тĕррин хăйне евĕрлĕхĕсем çинчен ансаттăн, кирек кама ăнланмалла каласа пачĕ. Чăваш тумĕн тĕррин пĕлтерĕшĕсене асăнса тухрĕ. Тĕрĕ элеменчĕсем кашни хăй вырăнĕнче пулмаллине каларĕ. «Унччен пĕлтерĕшне уямасăр тĕрре ăçта лартас килнĕ, унта лартнине тĕл пулкалаттăм. Çав йăнăшсенчен хăтăлма халăха вĕрентмеллех. Кашни районăн культура пайне тĕрĕ тĕслĕхĕсене, вĕсен пĕлтерĕшĕпе вырăнне ăнлантарса ярса панăччĕ. Халĕ тĕрĕпе кăсăкланакансем йышлă. Йăла-йĕркене уяса тунă япала сумлă пулать», — ытарма çук илемлĕ япалисен тĕрри-çĕввипе пĕрин хыççăн тепринпе паллаштарчĕ тĕрĕ ăсти. Халăха вылятса илĕртес ăсталăхĕ те сисĕнсе тăрать унра. Ыйту-хурав ирттерме те, сĕнÿ-канаш пама та мехел çитерчĕ. Кăмăл тăвакан алла пир, йĕппе çип тытса тĕрĕ тĕрлес ĕçпе паллашма пултарчĕ. Сумлă тĕрĕçпе сăн ÿкерĕнме ыйтакан та нумай пулчĕ.

Эльвира ИВАНОВА.

Комментари хушас