Шупашкара РФ спорт министрĕн заместителĕ килнĕ

30 Чÿк, 2018

Паян Шупашкара РФ спорт министрĕн заместителĕ Сергей Косилов килсе çитнĕ. Вăл чи малтан Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулне çитсе килнĕ. Унтан сумлă хăна ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа курнăçнă. Вĕсем Чăваш Енре хĕрарăмсен кĕрешĕвĕн центрне тăвасси, спорт резервĕсене хатĕрлесси тата Шупашкарта пысăк шайри ăмăртусем ирттерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

- Спорт тĕсĕсем питĕ нумай. Пирĕн вĕсене кашнине аталантармалла, çитĕнекен ăрăва спортпа туслă пулмашкăн майсем туса памалла, - терĕ Сергей Васильевич.

Сергей Косилов Шупашкарти самбăпа дзюдо шкулĕнче те пулчĕ. Спорт учрежденийĕн директорĕ ăна шкул пурнăçĕ, унăн кун-çулĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Самбо енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунă спортсменсемпе тата шкулти чи пултаруллă тренерĕсемпе паллаштарчĕ. Сергей Васильевич спортзалта тренировка ирттерекен çамрăк самбистсемпе тата вĕсен тренерĕсемпе - Узбекистанăн тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Малькопа тата спортăн тĕнче класлă мастерĕ Артем Щербаковпа - тĕл пулчĕ. Унтан министр çумĕ "Шупашкар Арена" пăр керменне çул тытрĕ. Раççей кубокне тата ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн кĕрешекен хĕрарăмсем епле вăй виçнине сăнарĕ. Ыран Мускав çынни республикăри ытти спорт керменĕсене çитсе курĕ тата кĕрешÿçĕсен спорт уявне хутшăнĕ.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

 

 

 

Рубрика: 

Комментари хушас