Шупашкар районĕнче Янăш пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан çĕнĕ шкула савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хутшăннă

31 Çурла, 2015

Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкар районĕнче Янăш пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан çĕнĕ шкула савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хутшăннă. Паллă пулăмра  Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов пулнă. Тахçантанпах кĕтнĕ пулăм Янăш ялĕнче пурăнакансемшĕн кăна мар, çывăхри ялсенчи шкул ачисемшĕн те çав тери пысăк савăнăç. Хаваслă лару-тăрăва халăх йышлăн пуçтарăннă. Михаил Игнатьев çĕнĕ шкул уçăлнă ятпа саламланă. «Эсир, чăннипех те, лайăх парнеллĕ пултăр. Ку шкул анчах мар, нумай функциллĕ центр. Кунтах ача сачĕ вырнаçнă, аслисене те спорта çӳреме меллĕ. Мĕн кирли пĕтĕмпех çителĕклĕ, бассейнра ишме те май пур. Шкул объектне хăпартма 300 млн. тенкĕ тăкакланă. Ачасем ăслă та пултаруллă, аслисене хисеплеме, Раççейĕн тивĕçлĕ паттăрĕсем  пулса çитĕнччĕр тесе пысăк инвестици хывнă», - тенĕ вăл.   «Çĕнĕрен каякан шкулсенче ача сачĕсем те пурри питĕ вырăнлă. Пирĕн пĕрремĕш проекта Раççей Федерацийĕн Вĕренӳ министерстви ырласа йышăнчĕ, ытти регионсем те çак ĕçпе кăсăкланаççĕ», - тесе палăртнă вăл. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче регионта ача сачĕсене çĕклесе лартассипе йышăннă программа пурнăçланнă хыççăн, шкулсене хута ярас ĕç пурнăçа кĕме тытăннине палăртнă, 2030 çул тĕлне хальхи пурнăç таппипе тӳр килекен тата та 30 шкул çĕклеме тĕллев лартнине пĕлтернĕ. «Ача шучĕ ӳсни пурне те савăнтарать. Кӑҫал 13 пине яхӑн ачашӑн йӗс шӑнкӑрав  пуҫласа янӑрать. Ку питĕ пысăк кăтарту», - палăртнă министр.  Шупашкар районĕн администраци пуçлăхĕ Георгий Егоров хăйĕн сăмахĕнче районта ача шучĕ ӳссе пынине кура, шкул питĕ кирлĕ пулнине асăннă. Екатерина Иванова хăйĕн ывăл ачине кăçал пĕрремĕш класа, хĕр ачине çиччĕмĕш класа янине палăртнă. Хĕрарăм питĕ савăннă унăн ачисем хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан шкула пĕлӳ пухма çӳренĕшĕн. Леонид Грачев педагогика ветеранĕ ачасене Михаил Игнатьев пек спортпа туслă пулма сĕннĕ. Вăл ача чухнех яланах малти ретре тăнине, çитĕнӳсем илсе килнине аса илнĕ. Шкул уçнă хыççăн хăнасем классене пăхса çаврăннă. Палăртнă шкула 165 ача çӳреме пултарать. Унсăр пуçне чи кĕçĕннисем валли 40 ачана вырнаçтарма ятарлă пӳлĕм хатĕрленĕ. «Шыгырданы» ТМЯП ертӳçи Зофер Тауфикович объекта графикпа килĕшӳллĕн вăхăтра хута янă. Икĕ хутлă шкул çав тери илемлĕ, хăтлă, ачасене валли пур услови те пур. Урамра ачасене спортпа аталанма тĕрлĕ хатĕрсем вырнаçтарнă. Çак шкула 9 ялтан ачасем çӳреме пултараççĕ, кăçал шкула  çĕнĕ автобуспа тивĕçтернĕ.

Рубрика: