Шупашкар хулине хăтлăх кÿресшĕн

Ыран, пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш Ене Раççей Стройминĕн проект дирекцийĕн ертÿçисем килмелле. Вĕсем Шупашкар хулин 2017 çулхи муниципалитет программине кĕртнĕ проектсемпе паллашĕç.

Чăваш Енĕн Стройминĕнче пĕлтернĕ тарăх, хăнасем республикăн тĕп хулине хăтлăх кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма йĕркелекен "çавра сĕтеле" хутшăнса кăçал пурнăçламалли ĕç-хĕле çеç мар, ‎2018-2022 çулсенчи плансене те тишкерĕç.

Мускаври тÿре-шара хутшăннипе ирттерекен мероприяти Шупашкарти Наци библиотекинче пулĕ. 12 сехетре журналистсемпе брифинг йĕркелĕç.

www.hypar.ru

Комментари хушас