Шупашкар çĕршыв чемпионĕсене саламларĕ

6 Çурла, 2015

Шупашкарти "Олимпийский" стадионта çăмăл атлетика енĕпе августăн 3-5-мĕшĕсенче иртнĕ Раççей чемпионачĕн юлашки кунĕсем уйрăмах кăсăклă пулчĕç: хĕрÿ тупăшусемпе çивĕч финалсем, пысăк çитĕнÿсемпе кĕтменлĕхсем. Кашни ăмăртура чи пултаруллисемпе чи хастаррисем вăй виçрĕç. Çамрăк спортсменсем Олимп чемпионĕсемпе, тĕнче тата Европа турнирĕсенче палăрнă атлетсемпе пĕрле старта тăчĕç. Вĕсен йышĕнче июнь уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Чăваш Ен тĕп хулинче иртнĕ командăсен Европа чемпионачĕн паттăрĕсене те куртăмăр. Константин Толоконниковпа Денис Кудрявцевăн, Анастасия Баздыревăпа Нина Морозовăн, Даниил Цыплаковпа Александр Грипичăн ячĕсене Шупашкар çыннисем лайăх астуса юлчĕç пулĕ ун чухне.

   

Хаклă ентешĕмсем, хисеплĕ спортсменсем, тренерсем, спорт юхăмĕн ветеранĕсем, физкультурăпа спорта юратакансем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем!

Сире Физкультурник кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Чăваш Республики тивĕçлипех çĕршывăн спортпа туслă регионĕ шутланать. Массăллă физкультура юхăмне аталантарасси - патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри.

Чăваш Енре спортăн çĕнĕ инфратытăмĕ йĕркеленнĕ. Республикăра 53 спорт шкулĕ, Олимп резервĕсен 2 училищи ĕçлеççĕ. Ирхи массăллă "Çăлтăрпа пĕрле тăвакан зарядкăна", сывлăхпа спорт кунĕсене халăх хапăл туса йышăнчĕ, вĕсене хутшăнас кăмăл пуррисем пурте спорт сооруженийĕсенче тÿлевсĕр пулма пултараççĕ.

Аталаннă спорт никĕсĕ, ăста специалистсем пурри, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлани республикăра пурăнакан тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен ытларах та ытларах йышне спортпа туслаштарма пулăшаççĕ. Çакă спортпа туслă, эппин, сывă наци йĕркелеме май парать.

Паян республикăра пурăнакансен 37 ытла проценчĕ спортпа туслă. Ку кăтарту Раççейри вăтам шайран пысăкрах, эпир Чăваш Енĕн кашни иккĕмĕш çынни сывă пурнăç йĕркине тытса пытăр тесе тăрăшатпăр.

Республикăра пысăк шайри ăмăртусене йĕркелени çапл а тума пулăшасси пирки иккĕленместĕп. Кăçал эпир Чăваш çĕрĕ çинче Европăн çăмăл атлетсен команда чемпионатне йышăнтăмăр. Тĕнче тата Раççей шайĕнчи экспертсем хакланă тăрăх - çак тупăшу турнирăн пĕтĕм историйĕнче чи лайăххи пулчĕ. Халиччен пулманни - Пĕтĕм тĕнчери çăмăл атлетсен федерацийĕсен ассоциацийĕ Шупашкарта 2016 тата 2018 çулсенче хăвăрт утакансен тĕнчери команда чемпионатне ирттерме йышăнни. Çак ăмăрту умлăн-хыçлăн пĕр çĕршывра, пĕр хулара пуçласа иртет.

Чăваш Енри спорт юхăмне аталантарас ĕçе хăйсен тÿпине хывакансене пурне те чĕререн саламлатăп! Спортпа туслисене çирĕп сывлăх, ăнăçу тата çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан

М.ИГНАТЬЕВ.

Ăмăрту дневникĕ: иккĕмĕш кун

400 метра парăнтарасси. Арçынсен турнирĕнче 2008 çулхи Олимп вăййисен бронза призерне Максим Дылдина çитекенни пулмарĕ. Пермь каччи дистанцие 46,04 çеккунтра вĕçлесе çĕршыв чемпионĕн ятне тивĕçрĕ. Командăсен чемпионачĕн çĕнтерÿçисем Артем Денмухаметовпа Павел Тренихин /иккĕшĕ те Свердловск облаçĕнчен/ унран кăшт çеç юлчĕç - финиша иккĕмĕшпе виççĕмĕш çитрĕç.

- Ку кăтарту кăшт япăхрах маншăн, лайăхрах пуласса кĕтнĕччĕ. Çапах пит кулянмастăп - пĕрремĕш вырăн-çке. Тĕрĕссипе, Шупашкарта мана ăнать: 2012 çулхи чемпионатра эпĕ хамăн кăтартăва лайăхлатнăччĕ. Тĕлĕнмелле те, ун чухне çанталăк та шăрăхччĕ. Паян вара çанталăк сивĕ те çиллĕ, - пĕлтерчĕ журналистсене РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Максим Дылдин.

Хĕрсен тупăшăвĕнче Пĕтĕм тĕнче Универсиадин чемпионки тата тĕнче чемпионачĕн бронза призерĕ Ксения Аксенова мала тухрĕ.

Барьерсем урлă 400 метр чупасси. Ку тупăшура вара командăсен чемпионачĕн çĕнтерÿçи Денис Кудрявцев сезонта чи вăйли пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Иртнĕ Европа чемпионачĕн бронза призерĕ тĕнче чемпионатне хутшăнма путевка çĕнсе илчĕ. Тĕрĕссипе, федераци ăна Пекина кайма малтанах ирĕк панăччĕ. Çапах та спортсмен ку ăмăртуран юлмарĕ, ăсталăх шайне ÿстерме палăртрĕ, ахăртнех. Арçынсен турнирĕнче кам çĕнтересси малтанах паллă пулчĕ-тĕк, хĕрсен ăмăртăвĕн лидерĕсем тĕлĕнтерчĕç. Тĕнче чемпионачĕн паттăрĕ Вера Рудаковăпа Олимп чемпионки Наталья Антюх иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене кăна йышăнчĕç. Паллă спортсменкăсен çамрăк та пултаруллă Дарья Кораблевăран иртме вăй-хал çитмерĕ.

Çÿллĕшне сикесси. Ку ăмăрту та куракана тĕлĕнтерчĕ, 2012 çулхи Олимп чемпионĕ Иван Ухов иккĕмĕш пулни пуриншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. Тĕнчери вун-вун турнир çĕнтерÿçи хăйне шанчĕ пулас та палăртнă виçесене сикмесĕр тăчĕ, анчах юлашкинчен 2,35 метрлă виçене парăнтараймарĕ. Унăн кăтартăвĕ - 2,28 метр. Чи сумлă наградăна вара эпир пурте пĕлекен Даниил Цыплаков тивĕçрĕ: Европа чемпионĕ 2,31 метр сикрĕ. "Кун пек пуласса эпĕ те кĕтменччĕ. Мана та çăмăл пулмарĕ, юлташăмсене, тен, татах йывăртарах килчĕ", - терĕ чемпион. Наталья Антюхпа Иван Ухов çапах та кăçалхи тĕнче чемпионатне хутшăнаççех - вĕсем кирлĕ норматива тултарнă.

800 метр - командăн тĕп тренерĕн Юрий Борзаковскин чи юратнă дистанцийĕ. Çак дистанцирех вăл Лондонра Олимп чемпионĕ пулса тăнă-çке. Çĕршыв чемпионатĕнче ку тупăшура тĕп тренерăн чи юратнă "ачи" - Константин Толоконников - çĕнтерчĕ. "Пулас Олимп чемпионĕ", - теççĕ ун пирки, федераци те унран пысăк çитĕнÿсем кĕтет. Раççей чемпионатĕнче çĕнсе илнĕ чи пысăк пĕрремĕш награда ку уншăн. Чăннипе вара 19-ти атлетăн пухмачĕнче медаль йышĕ сахал мар, кăçал, акă, тата Шупашкарта иртнĕ командăсен чемпионачĕн ылтăн медалĕпе пуянланчĕ вăл.

Ăмăрту дневникĕ: виççĕмĕш кун

Çак куна хамăрăннисем уйрăмах кĕтрĕç тейĕн: старта чăваш спортсменĕсем тухаççĕ-çке. Тĕрĕссипе, юлашки кун пирĕн ентешсене ăнчĕ: вĕсем тÿрех 4 медаль çĕнсе илме пултарчĕç. Чи малтанах пире Раççей спорт мастерĕ Владимир Попов савăнтарчĕ. Нумаях пулмасть Чăваш патшалăх педагогика университечĕн дипломне алла илнĕ çамрăк 1500 метрлă дистанцие виççĕмĕш вĕçлесе "бронзăллă" пулчĕ.

- Хам виççĕмĕш тухасса пачах та кĕтменччĕ. Лидерсемпе пĕр ушкăнра чупма çăмăлах мар, вĕсенчен юлас мар тесе пĕтĕм вăй-халăма шеллемерĕм. Ку шайри пĕрремĕш медаль ку маншăн, - пĕлтерчĕ хамăр çĕршыври юниорсен ăмăртăвĕн /2012, 2013/ тата çамрăксен спартакиадин /2014/ çĕнтерÿçи. - Спорт çулĕ çине ир тăман эпĕ, 11-мĕш класра вĕреннĕ чухне кăна. Чупма, шкулти ăмăртусенче тупăшма килĕшетчĕ пулин те. Çавăнпах пулĕ пысăк турнирсене хутшăнма васкаман. Пĕр ăмăрту хыççăн вара мана Валентин Давалов тренер Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕме чĕнчĕ, шкул хыççăн эпĕ тÿрех Шупашкара васкарăм. 2009 çултанпа ун патĕнче ăсталăха туптатăп", - хăйĕнпе паллаштарчĕ В.Попов.

Иккĕмĕш наградăна Чăваш Енри, Атăлçи тăрăхĕнчи турнирсенче палăрнă Евгения Смирнова /тренерĕ - Оксана Гаус/ çĕнсе илчĕ. Йĕтре тĕртес енĕпе ăсталăха туптаканскер çĕршыври чи пултаруллă спортсменсемпе кĕрешсе кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Çĕнĕ Шупашкар пики çапла пуласса хăй те ĕмĕтленмен. Тĕрĕссипе, кунашкал çитĕнĕве унран никам та кĕтмен. "Олимпиадăна çывхартакан пĕрремĕш утăм", - савăнăçне пытармарĕ спорт мастерĕ.

Е.Смирновăн юлташĕ Марина Максимова /тренерĕ - А.Прохоров/ вара çĕршыв чемпионатне пĕрремĕш хут хутшăнмасть. "Ку ăмăртăва эпĕ питĕ тĕплĕн хатĕрлентĕм, призерсен йышне кĕме тĕллевлентĕм. 2012 çул хыççăн /ун чухне ку ăмăрту Шупашкарта иртнĕ. - А.М./ чемпионатсенче эпĕ награда çĕнсе илейменччĕ. Чăннипе, хамăр патри турнирсенче мана ытларах ăнать, паян та çапла пулчĕ", - терĕ сăнă ывăтас енĕпе пултарулăх кăтартакан пике. Малтанхи ăмăртусенче те вăл 2-3-мĕш вырăнсене йышăннăччĕ, анчах ку хутĕнче те виççĕмĕш картлашкаран çÿлерех çĕкленеймерĕ. "Юрать-ха, "бронза", - тейĕ хăшĕ-пĕри. Чăн та, чăваш спортсменкин чи вăйлă сăнăçăсемпе - Европа чемпионкипе Вера Ребрикпа тата Олимп вăййисен призерĕпе Мария Абакумовăпа - кĕрешме тиврĕ-çке. "Питĕ пултаруллă вĕсем, тренировкăра та тăрăшаççĕ, хăйсене лайăх енчен кăна кăтартаççĕ. Çавăн чухнех вĕсемпе çывăхрах паллашрăм", - терĕ Марина хăйĕн "тусĕсене" хакласа.

Вера Ребрик пирки вара "хамăрăн" тесе те калама май пур. Унччен Украина чысне хÿтĕленĕ Крым хĕрĕ кăçалтан Чăваш Республикин спортсменки шутланать. Унти лару-тăрăва пула унăн "тăван кĕтесне" улăштарма тиврĕ. Раççей гражданинĕ пулин те ăна пĕр вăхăт тĕнчери сумлă ăмăртусене хутшăнма чарнăччĕ. Халĕ вăл ирĕклĕнех тĕнче чемпионатне хутшăнма пултарать.

- Çулталăк ытла хама читлĕхре тытнă пек туйрăм: нимĕнле турнирсене хутшăнма ирĕк памаççĕ, спортсмен унсăрăн пурăнаять-и вара. Чăваш Ен ертÿлĕхĕпе халăхне мана хăйсен хÿттине илнĕшĕн тав тăватăп. Шупашкарта пиллĕкмĕш кун кăна пулин те ку тăрăхри паллă вырăнсене çитсе курма та ĕлкĕртĕм. Кÿлмек хĕррипе уçăлса çÿреме уйрăмах килĕшрĕ. Стадионта та питĕ хăтлă та илемлĕ, тренировка ирттерме пур услови те пур. Крымринчен пĕрре те кая мар", - терĕ "пирĕн" Вера.

Ăмăрту дневникĕ: пĕтĕмлетÿ

Пĕтĕмĕшле илсен, Раççей чемпионатне 65 регионтан 794 спортсмен хутшăнчĕ. Чăваш Ен чысне 22 спортсмен хÿтĕлерĕ, вĕсенчен 5-шĕ пухмача медальпе пуянлатрĕ: 2 "ылтăн", 1 "кĕмĕл", 2 "бронза". Ку кăтартупа пирĕн республика команди чемпионатăн аслă лигинче Мускав хыççăн турнирăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарма тивĕç пулчĕ.

Чемпионат вĕçленнĕ хыççăн ирттернĕ пресс-конференцире Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский пĕлтернĕ тăрăх - çывăх кунсенче Пекинра старт илекен тĕнче чемпионатне пирĕн çĕршывран 71 спортсмен хутшăнать. Палăртма кăмăллă, вĕсен йышĕнче пирĕн ентешсем те пур: Алина Прокопьева марафонра тупăшĕ, Муркаш каччи Александр Яргунькин хăвăрт утас енĕпе 50 километрлă дистанцие тухĕ, шăчăпа сикекен Анжелика Сидоровăпа сăнă ывăтакан Вера Ребрик та тĕнче ăмăртăвĕнче медальлĕ пулас шанăç пур.

РФ спорт министрĕн заместителĕ Юрий Нагорныхпа РФ çăмăл атлетика федерацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Вадим Зеличенок тĕнче ăмăртăвне хутшăнма чи вăйлисене суйласа илнине палăртрĕç. "Вĕсем пирĕн çĕршыв ят-сумне тата та çÿлерех çĕклессе шанатпăр. Яланхи пекех чемпионата çÿллĕ шайра йĕркеленĕ, пĕр çитменлĕх те асăрхамарăмăр. Чăваш Республики çакнашкал турнирсене ирттерме пултарнине тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр. Пысăк ĕçшĕн республика ертÿлĕхне, уйрăмах ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева тав тăватпăр", - пĕтĕмлетрĕç вĕсем.

Андрей МИХАЙЛОВ

Рубрика: