Шупашкар ачи Канадăра тупăшĕ

26 Юпа, 2018

Чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Канадăра йăлана кĕнĕ Cruisers Cup-2018 пĕтĕм тĕнчери следж-хоккей турнирĕ иртет. Раççей чысне унта Ача-пăча следж-хоккей лиги хÿтĕлĕ.

Раççейри çамрăк следж-хоккейçăсем çавнашкал ăмăртăва пĕрремĕш хут каймаççĕ, 2015 çулта «Ладога» ачасемпе çамрăксен команди бронза медаль çĕнсе илнĕ. Хальхинче вара Канадăна каймалли командăна çĕршыври 6 регионран пуçтарнă. Çав йышра Шупашкар ачи те пур. Вăл – «Атăл» ача-пăча следж-хоккей командин капитанĕ Даниил Болотаев.

Паян Даниил амăшĕпе пĕрле Мускава тухса кайнă. Унта хальлĕхе хатĕрленÿ тапхăрĕ пырать. Аса илтерер, следж-хоккей /е çуна çинчи хоккей/ – сусăррисен командисен пăр çинчи вăййи. Даниилшăн çеç мар, Чăваш Республикишĕн те сумлă турнир Канадăри Онтарио штатĕнчи Брамптон хулинче иртĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас