Шухăшлаттаракан хурав

5 Нарăс, 2015
Чăваш Республикинчи
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ
общество ыркăмăллăх
фончĕн директорне
Чăваш Республикин халăх поэтне
В.В.Туркая

 

Хисеплĕ Валерий Владимирович!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн хушăвне пурнăçласа литературăпа культура ĕçченĕсен ушкăнĕн Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премине Çеçпĕл Мишшин ятне парассипе çыхăннă ыйтăвне тишкернĕ май Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çапла пĕлтерет.

Чăваш Республикин Президенчĕн 1996 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче «Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕсем çинчен» кăларнă 129-мĕш указĕпе Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕсене /малалла - Премисене/ тĕрлĕ 8 сферăра параççĕ: наукăра, техникăра тата производствăра, вĕрентÿре, воспитанире тата çамрăксен политикинче* литературăра, культурăра тата искусствăра* журналистикăра* сывлăх сыхлавĕнче* тавралăха сыхлассинче* физкультурăпа спортра* çынсем хăйсен ирĕкĕпе пурнăçлакан ырă ĕçсен сферинче.

Çуллен палăртнă кашни сферăра пĕрер Преми параççĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн шухăшĕпе, Çамрăксен премине Çеçпĕл Мишшин ятне пани тĕрĕс мар пулать, мĕншĕн тесен Çамрăксен премийĕсене литература, культура тата искусство сферинче кăна мар, пĕлÿсен ытти отраслĕнчи çитĕнÿсемшĕн те пама пултараççĕ. Эппин, Премисен пĕрлехи ят /камăн та пулин ячĕсĕр/ пулмалла. Çав вăхăтрах çакна та палăртмалла: Мари Эл Республикин Олык Ипай ячĕллĕ Çамрăксен патшалăх премине литература, культура тата искусство енĕпе параççĕ. Пушкăртстан Республикин Правительстви 1995 çулта туса хунă Республика çамрăкĕсен Шайхзады Бабич ячĕллĕ премийĕсене те литература, искусство тата архитектура енĕпе параççĕ.

Талантлă писательсемпе поэтсен ячĕсене ытларах чухне литература премийĕсене параççĕ. Чăваш халăхĕ вара наци литературине чаплă ятсем нумай панă: Петĕр Хусанкай, Илпек Микулайĕ, Стихван Шавли, Анатолий Емельянов, Леонид Агаков тата ыттисем.

Хисеплесе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.МОТОРИН.

* * *

РЕДАКЦИРЕН. Çакнашкал официаллă документпа паллашма тиврĕ нумаях пулмасть пирĕн, «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекенсен. Ара, нумай çул Çеçпĕл Мишши фондне ертсе пынă Чăваш халăх поэчĕ В.В.Туркай иртнĕ çул вĕçĕнче пирĕн туслă та пысăк коллектива ертсе пыма пуçларĕ-çке-ха. Нимĕн те калаймăн: шухăша яракан, тавлаштаракан документ ку.

Аса илтеретпĕр: пĕлтĕр чăвашсен паллă, ятлă-сумлă çыравçисен, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕсен пĕр ушкăнĕ /В.Туркай, Ю.Сементер, А.Дмитриев, П.Афанасьев, Р.Сарпи т.ыт.те/ ЧР Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев ячĕпе çыру çырнă. Çав çырура вĕсем ЧР Çамрăксен патшалăх премине Çеçпĕл Мишшин сăваплă, вилĕмсĕр ятне пама ыйтнă. Хăйсем мĕншĕн тата мĕне пула çак шухăш патне çитнине тĕплĕн ăнлантарнă.

Хуравĕ вара, вулаканăмăр, - санăн умăнта.

Ăнсăртран, ним тума аптăранăран пичетлеместпĕр эпир çак документа «Çамрăксен хаçачĕн» паянхи номерĕнче. Пирĕн, редакцире ĕçлекенсен, тусăмăрсем, сирĕн шухăш-кăмăлăра питĕ пĕлес килет. Мĕн шутлатăр эсир - ЧР Çамрăксен патшалăх премийĕ аслă Çеçпĕл Мишшин вилĕмсĕр ячĕпе хисепленмелле-и, çук-и? Ку - пĕрремĕшĕ. Иккĕмĕшĕ. Енчен те ЧР Çамрăксен патшалăх премине ПĔТĔМПЕХ Çеçпĕл Мишши ятне пама май çук-тăк, мĕншĕн литературăри, культурăри тата ÿнерти çитĕнÿсемшĕн паракан Çамрăксен премине Çеçпĕл ятне памалла мар? Мĕншĕн Мари Элпа Пушкăртстанра ку ыйтуран проблема тумаççĕ?..

Çырусем, шăнкăравсем, СМС-çырусем кĕтетпĕр сиртен, тусăмăрсем!