«Шуçăм» çути тĕрĕс çул кăтартать

Йĕпреç районĕнчи ял хуçалăх ĕçченĕсен кăçал 15 пин тоннăран кая мар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 0,6 пин тонна — çĕрулми, 200 тонна пахчаçимĕç пухса кĕртмелле.

Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ Олег Новиков ял хуçалăх организацийĕсенчен хăшĕсем çуракине тĕплĕн хатĕрленнине пĕлтерчĕ. Малтан «Рассвет» АУОна асăнчĕ. Вырăна çитсен Виталий Руссков ертÿçĕ çакна чылай тĕслĕхпе çирĕп­летрĕ.

— Çитес çулхи тухăçшăн кĕрешÿ кĕркуннех пуç­ланать тенĕрен паха вăрлăх хатĕрлес тата ăна çулсерен çĕнетес енĕпе çине тăрса ĕçлетпĕр. 1 тата 2-мĕш репродукциллинчен япăхраххине нихăçан та акман. 20 тонна элита туянатпăр. Вăрлăха тасатса йăлтах кондицие лартрăмăр, — терĕ Виталий Николаевич. — 186 тонна удобрени хатĕрлерĕмĕр. Кашни гектар çине 100 килограмм ытла сапма çитет. Акара механизатор питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене вырăнта çирĕплетессишĕн хĕлле те ĕçпе тивĕçтеретпĕр. Ăшă та хăтлă мастерскойра техникăна «чун кĕртеççĕ». Трактор, ытти хатĕр хире яланах юсавлă тухать. Техосмотр çÿллĕ шайра иртет. Хурçă ут хуçисем шалупа кăмăллă. Йывăр чухне те укçан пулăшатпăр. 2 çул ĕçленĕ хыççăн 8% хушса тÿлетпĕр. Ытларах çул вăй хуракансем ăна 25% таранах илеççĕ.

— Виталий Николаевич машина-трактор паркне çуллен пуянлатать, — сăмах хушрĕ Олег Александрович.

— Тĕрĕсех, — килĕшрĕ Виталий Руссков. — Унсăрăн май килмест. Анчахрах пĕрре кайсах тăпрана 8 метр сарлакăш çемçетекен культиватор туянтăмăр. Ытла сарлака та, ансăр та мар, анана лайăх тикĕслет. Паян-ыран ку чухнехи технологие тивĕçтерекен сеялка килсе çитмелле. Вăл темиçе çул каяллахи пек 3,6 мар, 5,4 метр сарлакăш акать. Ĕçе хăвăртлатать.

Хастар ертÿçĕ наука çитĕнĕвĕсемпе пĕлсе усă курнăран ял хуçалăх производствине çулран-çул ăнăçлă аталантарать. Пĕлтĕр çумăр çуса савăнтармарĕ пулин те 2015 çулхинчен 35% нумайрах тырпул пухса кĕртрĕ. Сысна ашĕ туса илессипе ÿсĕм — 12%. Ку енĕпе районта унăн тÿпи 83% йышăнать. Хуçалăх куçса çÿрекен ялава алăран вĕçертмест. «Рассвет» çулленех республикăри чи лайăх 100 ял хуçалăх предприятийĕн йышĕнче. 2014 çулхи кăтартусем тăрăх 13-мĕш вырăн йышăннă. 2012 çулта вара тĕлĕнмелле пысăк çитĕнÿ тунă — 6-мĕшне çĕкленме вăй çитернĕ.

Темиçе çул каялла ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем хуçалăх ячĕ ÿсĕм тума хавхалантарнăран çынсем шуçăм çутипе тăрса хире васкани çинчен каласа кăтартни аса килчĕ. «Шуçăм» çути ытти ял хуçалăх предприятине те тухăçлă аталанма тĕрĕс çул кăтарттăр.

Валентин ВАСИЛЬЕВ.

Олег НОВИКОВ сăнÿкерчĕкĕ

Валентин Васильев

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.