Шприц туянса тăкакланнине больница тавăрса пама хатĕр

«Хыпар» издательство çуртĕнчен вулакансем час-часах пулăшу ыйтаççĕ. Тунтикун пирĕнпе Вăрнар районĕнче пурăнакан çамрăк хĕрарăм çыхăнчĕ. Хăйĕнпе пире туллин паллаштарчĕ пулин те хаçатра ятне кăтартма ыйтмарĕ, мĕншĕн тесен «унтах пурăнмалла, унти тухтăрсем патнех каймалла».

«Сăмсаран тем сăлтава пула юн кайма пуçласан Вăрнар район больницине лекрĕм. Унта мана хирурги пайне вырттарчĕç. Шприцпа капельница лартмалли тытăм таранах хамăн илме тиврĕ. Юрать, укçа саппасрах чиксе кайрăм та. Манпа пĕр палатăра выртнă кинемее операци тунăччĕ те сурана сĕрме тесе вăл «зеленка» илме ыйтрĕ. Больницăсем çав териех йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ-шим?» – тĕлĕнсе калаçрĕ вулаканăмăр.

Эпир çийĕнчех Вăрнар район больницин тĕп тухтăрĕпе Николай Тинюковпа çыхăнтăмăр. Николай Антонович стационарта сипленекен пациентсен хăш-пĕр япалана хăйсен туянма тивнинчен тĕлĕннине палăртмарĕ. Вăл «Хыпар» издательство çуртне ăнлантарнă тăрăх, йывăрлăхĕ тавара конкурс урлă илессипе çыхăннă процедурăпа çыхăннă.

Вулакан ыйтăвне эпир Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министерствинче те шырарăмăр. Ведомство та пирĕн ыйтăва хăвăрт уçăмлатрĕ. «Вăрнарти тĕп район больници» бюджет учрежденийĕн тĕп врачĕ Николай Тинюков министерствăна медицина изделийĕсене поставщик вăхăтра çитерменнине пĕлтернĕ. «Çапах та пациент ыйтăва тĕрĕс хускатнă – больницăна кирлипе вăхăтра тивĕçтерессишĕн медицина учрежденийĕн тĕп врачĕ яваплă. Тивĕçлĕ мерăна унăн йышăнмалла пулнă», – хуравларĕç «Хыпар» издательство çуртне ЧР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службинче.

Министерство хуравĕнче Вăрнарти район больницин администрацийĕ тата унăн тĕп врачĕ пациента канăçсăрлантарнăшăн каçару ыйтнине, больницăра сипленнĕ вăхăтра тăкакланнине чек тăратсан тавăрса пама хатĕррине пĕлтернĕ.

Кинемей валли «зеленка» туянма тивни пирки министерствăн пресс-служби çапларах ăнлантарчĕ. Ку эмел медицина пулăшăвĕ кÿмелли стандарта кĕмест, çавна май больницăсем ăна илмеççĕ. Унпа усă курассине пациент хăй тĕллĕн татса парать.

«Хальхи вăхăтра Вăрнар район больницинче кирлĕ мĕнпур медицина хатĕрĕ пур», – тесе вĕçленĕ ЧР Сывлăх сыхлав министерствин хуравне.

 

Вера ЭВЕРККИ.

Комментари хушас