Шкулсене - сумлă плакатсем

24 Раштав, 2015

Раштавăн 24-мĕшĕнче Шупашкарти Çар Мухтавĕн музейĕнче республикăри шкулсене "Тивĕçлĕ астăвăмшăн: Пирĕн ентешсем - Совет Союзĕн Геройĕсем" плакатсен пуххине савăнăçлă лару-тăрура пачĕç. Мероприятие "Халăх фрончĕ" Пĕтĕм Раççейри общество юхăмĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

Асăннă плакатсенче Геройсен биографине туллин те тĕплĕн çырса кăтартнă. Кăларăма хатĕрленĕ чухне республикăпа çыхăннă, маларах палăрман СССР Геройĕн икĕ ятне тупса палăртнă. Мероприятие ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Сергей Кудряшов, Александр Вражкин издатель-журналист, "Халăх фрончĕн" ĕçченĕсем, патриот организацийĕсен хастарĕсем, тĕп хулари шкулсенчи кадетсем хутшăнчĕç. Александр Вражкин сумлă плакатсен пуххи çинчен тĕплĕнрех каласа пачĕ. Ăна вулакан патне çитерес тесе 10 уйăх ĕçленĕ-мĕн.133 Геройран 35-шĕ - диаспора çыннисем иккен. Плакатсен пуххине кĕнĕ Паттăрсенчен паян иккĕшĕ кăна пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕрин, Совет Союзĕн Геройĕн Николай Тимофеевич Шашкинăн /вăл Санкт-Петербургра пурăнать/ асаилĕвĕпе пухăннисем телекĕпер урлă паллашрĕç. Унтан ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Сергей Кудряшов шкул ачисене плакатсен пуххисене парнелерĕ. Мероприятие хутшăннисем пурте çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре асăннă кăларăм питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕç.

Р. АНАТОЛЬЕВА.

Рубрика: