Шкулăн тăррине васкавлăн юсĕç

15 Авăн, 2015

Патăрьел районĕнчи Тутар Сăкăт шкулĕн тăррине юсама Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн резерв фондĕнчен 1 млн 500 пин тенкĕ уйăрнă.

Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев каланипе сентябрĕн 11-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хушу алă пуснă.

Асăннă шкул çурчĕ сентябрĕн 7-мĕшĕнче тăвăллă çил тухнипе шар курнă. Вăйлă çил унăн тăррине сÿсе кайнă. Хальхи вăхăтра кунта «Булат» строительство организацийĕн икĕ бригади юсав ĕçĕсем ирттерет.

Тутар Сăкăтĕнчи шкулта - 167 вĕренекен тата шкул ÿсĕмне çитмен 47 ача пĕлÿпе воспитани илет. Вĕсене вăхăтлăх Сăкăтри, Алманчăри шкулсене вырнаçтарнă.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Рубрика: