Шкул музейĕнче — 3 пин экспонат

11 Çĕртме, 2015

Хулаçырми вăтам шкулне кĕрсен кунти музейпа паллашмасăр чăтаймарăм. Пĕлÿ çуртĕнче аваллăх сĕмне упракан пÿлĕм пурри - учительсемпе вĕренекенсен пуянлăхĕ. Музея 1995 çулта халĕ директорта ĕçлекен Юрий Новый йĕркеленĕ. Халĕ çак ĕçе географи вĕрентекенĕ Александр Бушуев пурнăçлать. Кунти тупрана ялти ватă çынсем патне килтен киле çÿресе пуçтарнă.

 Тĕрлĕ çулхи экс¬понатсемпе Юрий Александрович пал¬лаштарчĕ. Пÿ¬лĕмре несĕлсем пирĕн эрăч¬ченех усă курнă япаласем упранни чăннипех те тĕлĕнмелле. "Иртнĕ ĕмĕрĕн" алăкне уçсанах ава묬лăх шăрши сăмсана кăтăкларĕ. Ара, пир тĕртсе ларакан "карчăк” та пур кунта. Паянхи кун пире мĕнле майпа тĕртнине ачасем кăна мар, аслăраххисем те пĕлмеççĕ-çке. Кунта çак станокăн кашни пайĕ упранать. Хушпу-тухья, тĕрĕллĕ алшăллисем иртнĕ ĕмĕрти хĕр-хĕрарăм мĕн тăхăнса çÿренине, мĕн ĕçлесе пурăннине кăтартаççĕ.

- Кунти чылай экс¬понат - ачасем илсе килнисем. Музейри чи сумлисенчен пĕрисем - мамонт шăммисем. Вĕсене вĕренекенсем ял çывăхĕнчи çырмара тупнă. Çапăçура усă курнă пуртă кă¬п㬬¬лĕ вара пирĕн эрăчченхи. Кунтах - XI-XIII ĕмĕрсенче усă курнă сăнă пуçĕ. Пирĕн шкултанах вĕренсе тухнă Николай Васильев музея нумай япала илсе килчĕ. Вăл хăй те йăх-несĕл пурнăçĕпе кăсăкланать, - сăмах çăмхине сÿтрĕ шкул директорĕ.

Шкултан кăçал вĕренсе тухнисем музей валли асăнмалăх парне хăварнă. Класс ертÿçи Ольга Новая тăрăшнипе вĕренекенсем çак ялтан вăрçа хутшăннисен ячĕсене, наградисене, вĕсем ăçта çапăçни пирки çырнине пĕр альбома пухнă. Списокра вĕсем 600-ĕн. Кăçал шкул ачисем Çĕнтерÿ кунĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 90 ветеранĕн сăнÿкерчĕкне йăтса утнă. Вăрçă паттăрĕсен портречĕсем халĕ музейра упранаççĕ.

Музейри кашни япалана алла тытмассерен иртнĕ ĕмĕрсенче пулса курас килет. Акă кунтах ал арманĕ, пирвайхи патефон, писмен... Кăçатă йăвалакансен ĕлĕк писмен пулнах, вĕсем унпа çăм виçнĕ. Кун пек документа вара нихăш музейра та курманччĕ: колхозниксен ĕмĕрлĕх усă курмалли çĕр акчĕ. Ăна пысăк картун хут çине вырăсла, арабла 1929 çулта çырса çирĕплетнĕ. Музейшăн вăл - пысăк пуянлăх. Хитрелĕхне çухатман тĕрĕллĕ кăкшăма ялти çăл патĕнче тупнă. Пăлхар вăхăтĕнчи эрешсенче вăрттăнлăх çырăннах. Тĕнчен пĕр¬ремĕш вăрçинчен юлнă нимĕç каски ялти пĕр ватă çын килĕнче упраннă. Пĕр енчен самаях çийĕннĕ салтак кашăкне алла тытсан... чун хурланчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче салтак пăттине унăн хуçи выçăллă-тутăллă хырăмпа аванах тутаннă пулĕ. Ун йышши экспонатсемпе паллашма кăмăллă кунта. Çак ялта çуралса ÿснĕ Владимир Усмендеев летчик, Раççейĕн пĕрремĕш Президенчĕн Борис

Ельцинăн пилочĕ пулнă-скер, кунта самолетăн тĕрлĕ пайне парнелесе пуянлатнă.

- Пирĕн тăрăх историн тĕрлĕ япалипе пуян темелле. Шырава Шупашкартан профессорсем те килеççĕ. Пĕлтĕр археологсем пулчĕç, тĕрĕллĕ сăнă пуçĕ тупрĕç. Пирĕн ял, таврарисемпе танлаштарсан, сакăр çăлкуçпа пуян. Пурпĕрех юлашки вăхăтра истори пуянлăхĕсем сахалрах тупăнаççĕ, - уйрăлнă май калаçрĕ шкул директорĕ.

Хулаçырми шкулĕнчи 3 пин экспонат упранакан музей тĕрлĕ конкурса хутшăнать. Раççей шайĕнче иртнĕ конкурсра та çĕнтернĕ пулсан кунта курса тĕлĕнмелли çав тери нумаййи каламасăрах паллă. Çакă, паллах, ĕçлемесĕр пулмасть.

Елена ЛУКИНА.

Рубрика: 

Новости по теме