Шкул ачисем вăй виçеççĕ

17 Нарăс, 2015

ЧР Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисен спартакиади старт илчĕ. Республикăри Вĕренÿ, Спорт, Сывлăх сыхлавĕн министерствисем йĕркелекен кăçалхи ăмăртăва спортăн вунсакăр енĕпе ирттереççĕ.

Çак кунсенче Шупашкарта вунсакăр çултан кĕçĕнрех спортсменсем кире пуканĕ йăтассипе вăй виçрĕç. Спартакиада турнирне хутшăннă вунпилĕк команда хушшинче малти вырăнсене Йĕпреç, Куславкка тата Елчĕк районĕсен çамрăк пăхаттирĕсем йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕ команда чысне хÿтĕлесе хăйсен виçисенче Ольга Пашкова, Снежана Кириллова, Ксения Петрова, Ксения Яковлева тата Алексей Леонтьев лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Пурте вĕсем Йĕпреç тăрăхĕнчи Пучинкери вăтам шкулта вĕренеççĕ, спорт ăсталăхне ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Петров патĕнче ÿстереççĕ. Михаил Васильевичăн воспитанникĕсем, Раççей спорт мастерĕсем Артем Васильев, Джанита Павлова, Александр Семенов тата Марина Федорова темиçе хутчен те "Хыпар" хаçат турнирĕсенче çĕнтернĕ, Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче пьедестал çине хăпарнă.

П.СИДОРОВ.

Рубрика: 
Автор: