Шăвармасăр пахча çимĕç ÿсмест

3 Çĕртме, 2014

Пирĕн тăрăх теветкеллĕ. Ял хуçалăхĕшĕн ăнăçлă вăхăт 4-5 çулта пĕрре килет. Ытти чухне е шăрăх çунтарать, е йĕпе-сапа тертлентерет.

2010 çул типĕ килчĕ. Тăпрара нÿрĕк çукран пысăк тухăç шантаракан сортлă ял хуçалăх культурисем интенсивлă технологире те хăйсене кăтартаймарĕç.

Пахча çимĕçе, уйрăмах çĕр улмине, шăвармаллах. Тĕллев - апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туса хумалла.

2010 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ "Çут çанталăкри япăх пулăмсен вăхăтĕнче ял хуçалăхне ăнăçлă аталантарма условисем йĕркелемелли хушма мерăсем çинчен" Указ кăларнă. Унта патшалăх енчен епле пулăшу памаллине те кăтартнă. Шел те, хуçалăхсем унпа усă курма васкамаççĕ.

Указ пурнăçланнă-и? Пĕлес текенсене "Шăвармасăр пахча çимĕç ÿсмест" материала вулама сĕнетпĕр.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Рубрика: