Шăтăкра путса вилн.

13 Чÿк, 2015

Иртнĕ шăмат кун çĕрле Канаш хулин полицине усал хыпар çитнĕ: машина шăтăка ÿкнĕ, иккĕн вилнĕ...

Мĕн пулнă? 33 çулти водитель тытса пыракан ВАЗ-2115 Канашри Ĕç урамĕнчи икĕ çурт хушшипе пынă. Маларах коммунальщиксем кунта пысăк шăтăк алтнă: 3,5 метра яхăн сарлакăш, 5,5 метра яхăн тăршшĕ, 3 метра яхăн тарăнăш. Ăна сигнал хăйăвĕпе карса палăртнă, анчах руль умĕнчи çын çав хăйăва асăрхаман пулас - шăтăка сикнĕ. Унăн тĕпне вара шыв пухăннă - самай тарăн. Водитель тата унпа юнашар пулнă пассажир, 29 çулти хĕрарăм, тухайман - путса вилнĕ.

Ĕç-пуçа тĕпчеççĕ.

Рубрика: