Шăрăх çанталăкра

2 Утă, 2014

Юлашки вăхăтра çанталăк питĕ шăрăх тăрать. Сывлăш температури пысăк пулни вара çын организмне уçă вырăнта та, пÿлĕмре те япăх витĕм кÿрет. Чи малтан - ватă çынсемпе ачасене. Çакă вăраха кайнă чирсене аталанма май парать, тепĕр чухне организма вĕрилентерсе ярать.

Çанталăк шăрăх тăракан кунсенче мĕн шута илмелле-ха?

Урамра сайра пулма тăрăшмалла, вăй-хал ĕçĕсене те сахалрах пурнăçламалла. Пÿлĕмсене тăтăшах уçăлтармалла: форточкăсене, чÿречесене уçмалла, май пулсан вентиляторсене, кондиционерсене ĕçлеттермелле.

Урама пир-авăртан çĕленĕ çăмăл тата çутăрах тĕслĕ тумтир тăхăнса тухмалла, пуçа шлепке, панама тăхăнмалла е тутăр çыхмалла, хĕвелтен хÿтĕлекен куçлăх, çутăрах тĕслĕ сунчăк пулсан аван.

Шăрăх çанталăкра организма шыв нумайрах кирлĕ. Çавна май ăна ытларах ĕçме тăрăшмалла. Сăмахран, чей, минерал шывĕ, морс, сĕтпе унран хатĕрленĕ продукци. Çав вăхăтрах газлă пылак шĕвек ĕçмелле мар. Сăмахран, пепси-кола, кока-кола. Эрех ĕçесси çинчен вара шухăшлама та кирлĕ мар. Улма-çырлапа пахча çимĕç ытларах çимелле, вĕсене малтан, паллах, таса шывпа лайăх çумалла. Мĕншĕн тесен шăрăх вăхăтра микробсем самантрах ĕрчеççĕ. Кунне пĕр хут та пулин сивĕрех /уçăрах/ душ кĕни вырăнлă.

Харпăр хăй е общество транспорчĕпе сахалрах çÿремелле, енчен те ăçта та пулин каймалла тăк ирхи е каçхи вăхăта суйласа илмелле, мĕншĕн тесен ун чухне шăрăх чакать. Лавккасене, кинотеатрсене, ытти çĕре кайнă чухне вĕсенче кондиционерсем пуррисене суйласа илмелле.

Ачасен канăвне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусем çинче те кăштах чарăнса тăрас килет. Çак уйăх пуçламăшĕнче вĕсен çуллахи кану тапхăрĕ пуçланчĕ. Ытларахăшĕ лагерьсенче канать. Халĕ пĕрремĕш смена пырать. Ачасен хĕвел çинче сахалрах пулмалла, экскурсисемпе походсене çÿренĕ чухне ирхи е каçхи вăхăта суйласа илмелле. Шыва ятарласа йĕркеленĕ вырăнсенче кăна кĕмелле. Правилăсене çирĕп пурнăçламалла. Спорт мероприятийĕсене сахалрах ирттерме тăрăшмалла. Паллах, шашка-шахмат, вăй-хал сахал кирлĕ ытти вăйăсăр пуçне. Ачасем валли пахалăхлă ĕçмелли шыв çителĕклĕ кирлĕ.

Апатпа пĕрле сĕткен, морс, кĕленчери шыва памалла. Ăшаланă, çуллă тата час пăсăлакан çимĕç çитермепле мар. Паллах, апат пĕçернĕ чухне технологие, гигиенăна çирĕп пăхăнмалла. Ачасен тумтирне те пĕлсе суйламалла. Пир-авăртан çĕленĕ майка, шорты, пуçа панамка е хĕвелтен хÿтĕлеме пулăшакан çăмăл япала тăхăнмалла, урара уçăрах пушмак пулмалла. Ашшĕ-амăшĕн лагерьсене килте хатĕрленĕ тата час пăсăлакан апат-çимĕç илсе пымалла мар. Сĕткен, минерал шывĕ вара ытларах пулсан лайăх.

Пысăк температурăра ĕçлекенсене те темиçе сĕнÿ.Организм вĕриленсе ан кайтăр тесен 35-37 градусра ĕçленĕ вăхăтра кашни 15-20 минутранах канса илмелле. Сахалтан та - 10-12 минут. Пĕтĕмпе вара пĕр сменăра 4-5 сехетрен ытла ĕçлеме юрамасть. Хĕвел çинче 37 градусран шăрăхрах тăк ĕçсене ирхи тата каçхи вăхăтра пурнăçламалла. Мĕншĕн тесен 37 градусран шăрăх пулни хăрушă услови шутланать. Ĕçлекенсен ятарлă тумтир тăхăнмалла. Тата çакăн пек ĕçсене 25 çултан иртнĕ, 40 çула çитмен çынсене кăна явăçтарма юрать. Организм ан аптратăр тесен ĕçмелли шыв çителĕклĕ тата юнашарах пулмалла. Тарпа тухакан тăварсене саплаштарас тĕллевпе тăварлă шыв, минерал шывĕ, сĕтпе унран хатĕрленĕ продуктсем, витаминлă сĕткенсем ытларах ĕçмелле. Улма-çырлапа пахча çимĕç нумайрах çимелле.

Çак кăткăсах мар, ансат сĕнÿсене пурнăçлани шăрăх çанталăка сывлăхшăн сиенсĕрех чăтса ирттерме пулăшĕ.

 

Раççей потребнадзорĕн

Чăваш Республикинчи

управленийĕн пуçлăхĕ