"Шăнкăртам диалогĕсем"

28 Юпа, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕçнерникун Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче иртнĕ "Шăнкăртам диалогĕсем" VI ял экономика форумне хутшăннă.

Шăнкăртама Раççейри 9 регионăн влаç органĕсен, пĕчĕк тата вăтам бизнес, банк тытăмĕсен, тĕн представителĕсем, ыттисем пухăннă. Форумра Раççей ялĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсене пăхса тухнă.

Михаил Игнатьев пухăннисене республика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсемпе, социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă, агропромышленноç комплексне хушма инвестицисем хывмалли майсем çинчен каласа панă, районта пурăнакансене ыйтăвĕсене хуравланă.

С.ИВАНОВ