Шăмăршăра республика программине хутшăнса хваттер тивĕçнисене савăнăçлă лару-тăрура уççисене парса чысланă

19 Çурла, 2015

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шăмăршăра  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тата Ульяновск облаçĕн Губернаторĕ Сергей Морозов, икĕ регионăн сумлă делегацисен членĕсем районта пурăнма юрăхсăра тухнă аварийлĕ çуртсенчен хăтарас  республика программине хутшăнса хваттер тивĕçнисене савăнăçлă лару-тăрура уççисене парса чысланă. Церемони вăхăтĕнче Шăмăршă районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев паянхи кун 21 çемье хваттер илнине асăннă. Программа ĕçлеме тытăннăранпа вĕсен районĕнче пурĕ 40 çемье çак ырлăха курнă. Авăн уйăхĕнче тата тепĕр çурт хута яма тĕллев лартнă, хваттер черетĕнче тăракансем çурт-йĕрлĕ пулĕç. «Михаил Игнатьева чĕререн пысăк тав. Республикăри тĕп районсемпе хуласемшĕн çеç тăрăшмасть, аякра вырнаçнă районсене те пысăк тимлĕх уйăрать, вĕсене аталанса пыма тĕрлĕ майсем туса парать», - тесе хăй шухăшне палăртнă вăл. Ульяновск облаçĕн Губернаторĕ Сергей Морозов республикăра пулса пыракан ĕçсене пысăка хакланă. «Шăмăршă районĕ çав тери хитре те илĕртӳллĕ, уçă, ырă кăмăллă çынсем. Паллă, Чăваш Ен Правительствипе ял халăхĕ пĕрне пĕри хисеплесе пурăнни куçкĕретех. Туслăхра - çитĕнӳ пур», - тенĕ сумлă хăна. Вырăнти халăха хăйсене ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав сăмахĕсем каланă. Республикăн ырă йăла-йĕркине, тараватлăхне малашнехи ĕçре тĕслĕх вырăнне тĕпе хурса ĕçлеме шантарнă. Михаил Игнатьева туслăха çирĕплетсе ăна упраса пынăшăн ырланă. Пурăнма юрăхсăра тухнă аварийлĕ çуртсенчен куçарас республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшӳллĕн пурĕ 13200 çыннăн хваттер ыйтăвне татса панă. Регионта хваттер ыйтăвĕпе çыхăннă ытти программăсем те пурнăçа лайăх кĕрсе пынине каланă  Михаил Игнатьев.   Раççей халăхĕпе туслă пурăнма чăвашсене çутта кăлараканĕ Иван Яковлев пил парса халалласа хăварнă. «Яланах Раççейе юратăр, ĕненĕр, вăл сирĕн аннĕр вырăнне пулĕ», - тесе çырса хăварнă Аслă вĕрентекенĕмĕр.  Хваттере тивĕçнĕ Владимир Востоков сумлă ентешсене пурне те хăй патне хăнана чĕннĕ. Михаил Игнатьева, вырăнти ертӳлĕхе çакăн пек хăтлă хваттер илме витĕм кӳнĕшĕн чĕрерн тухакан тав сăмахĕсем каланă. Тепĕр хваттер хуçи - Эльвира Яковлева çурт ăшчиккинче çав тери илемлĕ, пурăнма пур услови те пуррине савăнса пĕлтернĕ. «Эпир çакăн пек хваттер илнĕшĕн мăнаçланатпăр. Республикăра пурăнакансен хваттер ыйтăвĕ çине тимлĕх уйăрнăшăн тав ертӳçĕсене», - тенĕ вăл.