Шалу ÿснĕ

19 Утă, 2016

Чăвашстат пĕтĕмлетнĕ тăрăх — 2016 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче Чăваш Енри вăтам ĕç укçи 21149,4 пин тенкĕпе танлашнă, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 3,8% пысăкланнă.

Чи пысăк ĕç укçи — наука тĕпчевĕсемпе ĕçлекен компанисенче /42,8 пин тенкĕ/, финанс организацийĕсенче /36,4 пин/, социаллă страховани тытăмĕнче /30,6 пин/, электрооборудовани, электрон тата оптика хатĕрĕсем туса кăларакан предприятисенче /32,5 пин/, хими производствинче /27,5 пин/.

Пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕ шутланман организацисенчи вăтам ĕç укçи — 23,3 пин тенке яхăн. Ку кăтарту Шупашкарта /26,4 пин/ тата Çĕмĕрлере /25 пине яхăн/ республикăри вăтам шайран пысăкрах. Муниципалитет районĕсен хушшинче уйăхри вăтам ĕç укçи Красноармейски /22,7 пин ытларах/, Вăрнар /21,1 пин/, Шупашкар /20 пине яхăн/ районĕсенче пысăк.

 

Рубрика: