Шалу ÿсĕмĕ, унăн парăмĕ тата ытти...

21 Юпа, 2015

Тивĕçлĕ мерăсем йышăнсан лару-тăру йĕркеленмелле

ЧР экономика министрĕ Владимир Аврелькин республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли ирттернĕ пресс-конференцире шалу ÿсĕмĕпе, ĕç укçин парăмĕпе, СУОР тата ытти компанипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç.

Журналистсем чи малтанах ĕç укçин парăмĕ республикăра мĕн чухлĕ пулнипе кăсăкланчĕç. Владимир Аврелькин палăртнă тăрăх - сăмаха парăмран пуçăнни вырăнлах мар, республика экономикинчи вăтам ĕç укçин ÿсĕмĕ çинчен калаçни пĕлтерĕшлĕрех. Асăннă кăтарту паянхи кун тĕлне 20800 тенкĕпе танлашать-тĕк, промышленноçра - 21400, бюджет тытăмĕнче - 21700, хими промышленноçĕнче - 25000. Кашни отрасльте хăйнеевĕрлĕ эппин. Электроэнерги тытăмĕнче 50-60 пине çывхарать - импорта улăштаракан продукцие кунта ытларах туса кăларни витĕм кÿнипе паллах.

Хальхи вăхăтра рабочи кадрĕсем çитменни пуриншĕн те паллă. Тĕрĕссипе, токарьсем, сварщиксем инженерсенчен икĕ хут ытларах ĕçлесе илеççĕ.

Бюджет тытăмĕнчи вăтам шалу тĕлĕшпе индикаторсем çирĕплетнĕ, вĕсем республика экономикинчи вăтам ĕç укçин виçипе тÿрремĕнех çыхăннă. Урăхла каласан, çулталăк вĕçлениччен пĕрремĕшĕ иккĕмĕшĕпе шайлашуллăн 4 процента çити ÿсмелле.

Çав вăхăтрах ĕçпе ти­вĕç­терекенсенчен хăшĕ-пĕри, резервсем пуррине пăхмасăр, ĕç укçине республика экономикинчи вăтам шалу шайĕнчен ÿстермесен те пултарать текен шухăша министр сирчĕ. Хальхи вăхăтра пултаруллă кашни рабочи шутра тата йыхравлакан йышлă чухне ертÿçĕ ăна хăй патĕнче хăварас тĕллевпе хавхалантарма тăрăшать, çав шутра - укçан та.

Министр парăма кĕнĕ предприятисене асăнчĕ: 1-мĕш типографи, кинокаскад, инженери центрĕ. Октябрь уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне тÿлесе татман ĕç укçи парăмĕ 16 млн тенкĕпе танлашнă. Экономика министерстви çак килпетсĕрлĕхе çулталăк вĕçлениччен пĕтермешкĕн тивĕçлĕ мерăсем йышăнасси иккĕлентермест.

СУОР компанире ку енĕпе лару-тăру çăмăл маррине асăнсан министр коллективăн виçĕ уйăха тăсăлнă парăм çуккине, организаци çулталăк вĕçлениччен шалупа татăлма палăртнине пĕлтерчĕ. Чăн та, хальхи саманара строительство рынокне çăмăл мар. Социаллă пĕлтерĕшлĕ предприяти йывăрлăха парăнтарма хевте çитермелле: ресурссем çителĕклĕ, кадрсем шанчăклă. Панкрута тухас теветкеллĕх те ăна сисчĕвлентермелле мар, паллах.

Валентина СМИРНОВА.

Рубрика: