Шалу тÿлеменшĕн - штраф

24 Чÿк, 2015

Шупашкар районĕн прокуратури «Шупашкарти электроустановкăсен завочĕ» ОООра ĕçлев саккунĕсен требованийĕсене пăснине тăрă шыв çине кăларнă.

Ĕçлев кодексĕпе килĕшÿллĕн çынна вăл ĕçрен пăрахса кайнă кун шалу туллин тÿлесе татмалла. Заводра шăпах çак йĕркене уяман. Т.Сучиловăпа И.Федорова, хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен каяканскерсене, ĕç укçине ĕçлеме пăрахнă кун тÿлесе татман. Пĕрин умĕнчи парăм - 22 пин, теприн умĕнче 14 пин тенке яхăн пулнă.

Район прокурорĕ З.Карама пĕлтернĕ тăрăх - ООО директорĕ В.Апасейкин тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕç пуçарнă май ЧР Патшалăх ĕçлев инспекцийĕ ертÿçе 4,5 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Сăмах май, прокуратура органĕсем тĕрлĕ предприяти-организаци хăйсен ĕçченĕсене ĕç укçи тÿлессипе çыхăннă ĕç-пуçа çирĕп сăнаса тăраççĕ. Ĕçлевĕн «вăрттăн рынокне» легализацилес тĕлĕшпе республика прокурорĕ тивĕçлĕ кăтартусем те кăларнă. Çавна май, калăпăр, тĕп хулари Ленин районĕнче ятарлă «хĕрÿ лини» уçнă. Прокурорăн аслă пулăшуçи Ф.Кадырова пĕлтернĕ тăрăх - 62-25-51 телефонпа шăнкăравласа кашниех хăйĕн ĕç прависене пăсни, вăл е ку предприятире ĕçлев саккунĕсене уяманни çинчен евитлеме пултарать.

Рубрика: