Шăллĕне вĕлернĕ

19 Çу, 2015

Ыррине, лайăххине хăвăрт хăнăхатпăр çав. «Унсăрăн мĕнле пурăннă-ши?» - тĕлĕнетпĕр кайран. Чăн та, компьютер пурнăçа, ĕçе-хĕле палăрмаллах çăмăллатрĕ. Шел, виртуаллă тĕнче çамрăксене капкăнах çаклатрĕ. Вĕсем компьютер умĕнчен хăпма пĕлмеççĕ темелле. Çĕрĕ-çĕрĕпе выляса ларакансем те пайтах. Çамрăксен çирĕпленсе çитеймен ăс-тăнĕ куç умĕнчех улшăнни сисĕнет. Виртуаллă тĕнчере «пурăнаканскерсем» хăйсем мĕн хăтланнине те ăнланмаççĕ-тĕр. Нумаях пулмасть сиксе тухнă хăрушă инкек çакна çирĕплетет те.

Шупашкарти пĕр шкулта тăххăрмĕш класра вĕренекен арçын ача çĕрĕпех компьютерпа выляса ларнă. Ирхине пилĕк сехет тĕлне тин унран хăпнă. Анчах çывăрма выртас вырăнне пÿлĕмре лăпкăн тĕлĕрекен шăллĕне çĕçĕпе чиксе пĕтернĕ. Çывăх тăванĕ ăна виртуаллă тĕнчери тăшман пек курăна пуçланă-ши? Юнашар пÿлĕмре çывăракан ашшĕпе амăшĕ инкеке сиссе ĕлкĕреймен, сирсе ярайман. Сăмах май, маларах пĕр çамрăк арçын çĕрĕ-çĕрĕпе вылянипе компьютер умĕнчех вилсе выртнăччĕ.

Рубрика: