Съездăн пĕрремĕш тапхăрĕ

5 Нарăс, 2016

Паян, нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Мускав хулинче Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн XV съезчĕн пĕрремĕш тапхăрĕ ĕçлеме пуçланă.

Икĕ кун пыракан çак мероприятире Патшалăх Думин депутатне суйланас текен кандидатсене палăртас тĕллевпе пĕтĕм федераци шайĕнчи партин малтанхи сасăлавне ирттермелли куна, çавăн пекех ăна ирттермелли йĕрке çинчен калакан положение тата регламента çирĕплетеççĕ, устава улшăнусем кĕртеççĕ, ытти ыйтăва пăхса тухаççĕ. Шăпах суйлав умĕнхи сасăлав /урăхла каласан праймериз/ кăтартăвĕсем тăрăх "Единая Россия" кандидачĕсен - Патшалăх Думин депутатне суйланас текенсен - списокне хатĕрлеççĕ.

Съездăн малтанхи тапхăрĕнче парти форумĕн делегачĕсемпе пĕрлех регионсенчи уйрăмсен секретарĕсем, парти председателĕн регионсенчи общество йышăну пÿлĕмĕсен тата ĕçтăвкомсен ертÿçисем, парти майлисен регионсенчи координаци канашĕсен ертÿçисем, çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăнаççĕ. Чăваш Ен делегацийĕн йышĕнче - партин регион уйрăмĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов, парти председателĕн Чăваш Енри общество йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи Николай Николаев, партин генеральнăй канашĕн членĕ Владимир Романов, регионри ĕçтăвком ертÿçи Дмитрий Щепелев. Çав ушкăнра регионра иртнĕ конференцире суйланнă çынсем те, ăнăçлă ĕçлекен пуçламăш уйрăмсен секретарĕсем, пур. Нарăсăн 3-мĕшĕнче "Единая Россия" партин регион ĕçтăвкомĕнче делегатсене съезда савăнăçлă лару-тăрура ăсатса янă.

Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿпе наука, бюджетсен хутшăнăвĕсен, финанссемпе налуксен, промышленноç, социаллă политика, ял хуçалăхĕ, экономика тата предпринимательлĕх, транспорт, культура ыйтăвĕсемпе дискусси площадкисем ĕçлеççĕ. Каçхине медиафорум иртет. Нарăсăн 6-мĕшĕнче - съездăн пленарлă ларăвĕ.

Суйлав умĕнхи сасăлав иртсен, /малтанласа палăртнă тăрăх - вăл кăçалхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче пулмалла/, съездăн иккĕмĕш тапхăрне йĕркелĕç. Унта "Единая Россия" 2016 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Патшалăх Думин суйлавне сĕнекен кандидатсен списокне çирĕплетĕç. Партин пĕтĕм Раççейри форумĕн иккĕмĕш - чи пĕлтерĕшлĕ - тапхăрĕнче делегатсемпе пĕрлех регионсен пуçлăхĕсем, саккун кăларакан пухусен председателĕсем, регионсен парламенчĕсенчи "Единая Россия" парти фракцийĕсен ертÿçисем те хутшăнĕç.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА.

Теги: