Сергей Кувшинов шансона аталантарасшăн

Сергей КУВШИНОВ — телейлĕ çын. Вăл — çемье пуçĕ, пултаруллă артист, режиссер, чăваш эстрадин юрăçи тата лайăх юлташ. Ун пеккисем çинчен «хăйĕн хакне пĕлет» теççĕ. Тĕрлĕ спектакльте 44 сăнар калăпласа 1997 çулта республикăри çамрăк артистсен хушшинче «Арçын рольне чи лайăх калăплакан» ята çĕнсе илнĕ, 2015 çулта Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тивĕçнĕ Сергей Кувшинов паян пирĕн рубрикăн хаклă хăни.

— Сан ятна чăвашлатса Çеруш тесе чĕнсен кÿренмĕн-и? Çамрăкрах чух театрсенче час-часрах тĕл пулаттăмăр. Халĕ тахçанах курман, еплерех чупкалатăн-ха?

— Çеруш тесен кăмăла тата çывăхрах. Эпир ялтан тухнă ача-

сем вĕт. Паллах, «чупсах» ĕçлетĕп.

Васкамасăр утма тепĕр 20 çултан

пуçлăпăр. Ваттисем калашле, вы-

ртан каска мăкланать, çÿрен каска

якалать. Çавăнпа та паянхи сама-

нара чупса ĕçлемесен пурнăçран

юлма пулать.

— Эсĕ Çĕрпÿри культура кер-

менĕнче халăх театрĕн режиссерĕ-

нче ĕçлет текен хыпар хăлхана

кĕчĕ. Суймаççĕ пуль?

— Тĕрĕсех калаççĕ. 2012 çул-

танпа халăх театрне ертсе пыра-

тăп. Хальхи вăхăтра театра тыт-

са пыма питĕ йывăр, мĕншĕн те-

сен халăх ăнлавĕ самаях улшăнчĕ.

Халăх ăс-тăнне ытларах телеку-

равпа интернет ярса илчĕç. Çапах

та, ман шухăшпа, театр нихăçан

та вилмĕ! Нумаях пулмасть кол-

лективпа премьера кăлартăмăр.

Николай Сидоровăн пьеси тă-

рăх «Пуçанасем» спектакль лар-

трăмăр. Халăхран тухнă артист-

сем профессионал пулмасан та

питĕ тăрăшса выляççĕ. Хам та

тĕлĕнетĕп. Вĕсене ку ĕçшĕн укçа

тÿлемеççĕ, çапах та чун хавалĕпе

çунатланса роле кĕрсе тĕлĕнмел-

ле сăнар калăплаççĕ. Театра çÿре-

кенсен йышĕнче тĕрлĕ професси

çынни: бухгалтер, хуралçă, медсе-

стра... Хăйсен вăхăтне шеллемесĕ-

рех театра выляма çÿренĕшĕн мух-

тава тивĕçлĕ вĕсем.

— Çеруш, маншăн эсĕ чи малтан

— чăваш эстрада юрăçи, артист. Ре-

жиссер тилхепине алла тытма кам

е мĕн хистерĕ?

— Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çам-

рăксен театрĕнче ĕçлеме пăрах-

сан мана театрсăр пурăнма çăмăл

мар иккенне ăнлантăм. Ахальтен

каламаççĕ: футболист тренер пу-

лаять, артист вара – режиссер.

— Эсĕ шăрантаракан «Ах,

аннеçĕм» юрă — чи анлă сарăл-

нисенчен пĕри. Вăл сана чăваш

эстрада олимпне çĕклерĕ. Пĕр

вăхăт вара чăваш телекуравĕн

«Юратнăран» кашни кăларăмĕнче

янăратчĕ. Ку ăнăçăвăн темĕнле

вăрттăнлăх пурах...

— Халăх юрра йышăнтăр тесен

чунпа юрламалла. Эсĕ суйманни-

не итлекен туять. Паллах, анне каш-

нишĕн — чи юратнă çын. Эпир, тăватă

пĕртăван — Анатолий, Галина, Люд-

мила тата эпĕ — Шăмăршă районĕ-

нчи Пуянкассинче çуралса ÿснĕ. Ат-

тепе анне пĕр-пĕрне юратса 50 ытла

çул пурăнчĕç. Атте Николай Ксено-

фонтович тивĕçлĕ канăва тухичче-

нех колхозра конюхра ĕçлерĕ. Уяв-

сенче пĕр чарăнми юрлама кăмăл-

латчĕ. Шел, вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех

уйрăлса кайрĕ. Анне Нина Евгеньев-

на колхозра ĕне сăваканра вăй хучĕ,

кăçал çывăх çыннăм 82 çул тултарчĕ,

вăл сывлăхлă та тĕрĕс-тĕкел пурăн-

нăшăн Турра тавах.

— Ача чух пурте артист пул-

ма ĕмĕтленеççĕ. Темшĕн-çке,

пĕчĕк чухне çак професси питĕ

илĕртÿллĕ пек туйăнать: чап, укçа,

ят-сум... Артист пулас туртăм хăш

самантра çуралнине манман-и-ха?

— Пĕрремĕш класра вĕреннĕ

чухне пурне те – килте те, шкулта

та, туссене те: «Ÿссен эпĕ артист

пулатăп», — тесе ĕнентереттĕм. 5

çултах юптару пăхмасăр калаттăм.

Сăвăсем вĕренме юрататтăм. Ăс-

тăн халь те çивĕч. 2-мĕш класран

вара сцена çинче колхоз чысне рай-

он шайĕнче хÿтĕлеме пуçларăм.

7-мĕш класчен лайăх паллăсем-

пе çеç ĕлкĕрсе пынă, кайран чире

пула вĕренÿрен юлтăм. Футбол те-

сен каçăхсах кайнă, çăмăл атлетика

та илĕртетчĕ. Тепĕр чух хисеп хучĕ-

сем куç тĕлне лекеççĕ те, чупасси-

пе шкул чысне районти ăмăртусен-

че хÿтĕлени аса килет.

— 13 çула яхăн Çеçпĕл Миш-

ши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çам-

рăксен театрĕнче тĕрлĕ сăнар ка-

лăпларăн. Нумайăшĕ халĕ те ас-

рах. Ытти артистпа танлаштарсан,

сана чылай ăннă: эсĕ Мускавра

М.С.Щепкин ячĕллĕ театр инсти-

тутĕнче ăс пухайнă.

— Нихçан манăçми телейлĕ тă-

ватă çул... 1989 çулта Шупаш-

карта пулас артистсене суйланă

конкурсăн 3 турĕ витĕр «юрласа-

ташласа» тухнă хыççăн эпир, 18

чăваш çамрăкĕ, Мускаври театр ин-

ститутне вĕренме кайрăмăр. Бела-

руç вокзалĕ çывăхĕнче вырнаçнă

общежитире тĕплентĕмĕр. Ăста

специалист пулас кăмăл вышкай-

сăрччĕ, çавăнпа тăрăшса вĕреннĕ.

Каярах пурте тенĕ пекех Чăваша

таврăнтăмăр, тĕрлĕ театра ĕçе

вырнаçрăмăр. Чылайăшне паян ха-

лăх питĕ лайăх пĕлет: Петр Садов-

ников, Сергей Иванов, Александр

Яковлев, Ирина Архипова, Влади-

мир Григорьев, Наталья Сергеева

тата ыттисем.

Институтра наци студийĕсем

нумайччĕ: кăркăссен, калмык-

сен, кăнтăр осетинсен, туркмен-

сен, таджиксен, кăнтăр кореец-

сен... Вĕсемпе хутшăнни ăс-тăна

нумай енчен пуянлатрĕ. Кашни ха-

лăхăн хăйĕн культури, йăли-йĕрки,

çи-пуçĕ, апат-çимĕçĕ. Чи пĕлтерĕ-

шли вара, уйрăм халăха пĕр çĕре

пĕтĕçтерекенни, пĕр тĕллевлĕ те

пĕр шухăшлă пурăнма пулăшакан-

ни – тăван чĕлхе. Узбек, туркмен,

пушкăрт пловне чĕлхе çăтса ямал-

ла тутлă пĕçерме вĕрентĕм вĕт!

Манпа пĕр вăхăтра вĕреннĕ ар-

тистсем, Мускавра юлнисем, паян

Раççейĕпе палăрнисем те пур: Ан-

дрей Чернышев, Виталий Низо-

вой, Алла Клюка, Марат Башаров...

Вĕреннĕ вăхăтра тĕп хулари мĕн

пур театра çитсе тÿлевсĕрех спек-

такль курма тăрăшнă. Институтра

пире Раççей халăх артисчĕсем,

ăсчахсем, профессорсем ăс панă.

Сцена çинче хускалма, калаçма,

бал ташшине, гримпа ĕçлеме хă-

нăхнă, пĕтĕмĕшле 30 ытла пред-

мета алла илнĕ. Студент чухне

ăс-тăна хывни паянхи кулленхи

пурнăçра чылай пулăшать. Мĕн

пытарасси: çынпа калаçма пĕлни

те хăйне евĕрлĕ ăсталăх. Малалла вулас...

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.