Сергей АРТАМОНОВ: Аграрисем кăçал та субсиди илĕç

«Хыпар» ыйтăвĕсене республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов (сылтăмри) хуравлать.

Пулăшу виçи мĕнле?

— Сергей Геннадьевич, ял хуçалăх организацийĕсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем Чăваш Енĕн агропромышленноç комплексне кăçал патшалăх еплерех тĕревлессине пĕлесшĕн. Ун пирки тĕплĕнрех каласа кăтартсамăр.

— 2018 çулта АПКна пулăшма — 2582,2 млн, çав шутра фе-

дераци бюджетĕнче 1828,7 млн тенкĕ /çăмăллăхлă кредитăн

процент ставкине саплаштарма куçараканнипе пĕрле/, пăхса

хăварнă. Кăçалхи виçе пĕлтĕр агропрома уйăрнă укçаран 6,4%

нумайрах. Хресченсене патшалăх енчен тĕрек парас тĕллев-

пе иртнĕ çул усă курнă майсем кăçал та вăйрах. Кашни гектар

сухалакан-акакан çĕр пуçне хыснаран кÿрекен çыхăнман пу-

лăшу — 104,1 млн, сĕт паракан ĕне продуктивлăхне ÿстерме

— 110,2 млн, 2017 çулччен илнĕ инвестици кредичĕсене суб-

сидилеме — 488,6 млн тенкĕ.

Элита вăрлăхсем, ăратлă выльăх туянма, нумай çул

çитĕнекен курăксене акса ÿстерме, ял хуçалăх культурисе-

не страхлама, ĕç пуçлакан фермерсене грант пама, выльăх

ĕрчетекен çемье фермисене, ял хуçалăхĕнчи потребитель-

сен кооперативĕсене аталантарма кĕске вăхăта 2017 çулччен

илнĕ «пĕрлехи» субсидисене, çавăн пекех кил хуçалăхĕсене

2017 çулччен панă кредитсене субсидилеме 772,5 млн тенкĕ

куçарĕç.

Республика хыснинчен уйăракан субсидие çитĕнтернĕ

тата сутнă хăмла тăкакĕн пĕр пайне, тăпра пулăхне ÿстерме,

ял хуçалăх техникине модернизацилеме ярăпăр. Мелиораци

техникине туянма тата лаптăка вырнаçтарса лартма уйăра-

кан субсиди каллех ĕçе кĕме тытăнасса шанатăп.

Республикăра çăмăллăхлă кредитпа усă курмалли про-

грамма ăнăçлă пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн АПК орга-

низацийĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем кредитăн хушма

пайне çулталăкра 5% ытла мар тавăрмалли йĕркепе илеççĕ.

Раççей Ял хуçалăх министерстви çăмăллăхлă кредит ставки

çумне хушăнакан коммерци ставкине тÿрех банка куçарса па-

рать. Асăннă ведомство пирĕн çăмăллăхлă кредитсене суб-

сидилеме 605,5 млн тенкĕ яма палăртнă.

— Патшалăх пĕчĕк формăллă хуçалăхсене кăçал мĕнле хавхалантарĕ?

— Вĕсене тĕревлемелли программăна кăçал та пурнăçа

кĕртĕпĕр. Грант илекенсемшĕн пулăшу пĕлтĕрхи шайрах юлĕ:

ĕç пуçлакан фермерсене — 1,5-3 млн, выльăх ĕрчетекен çемье

фермине — 5-10 млн, ял хуçалăхĕнчи потребительсен коопе-

ративне 70 млн тенкĕ таран.

Ял хуçалăх министерствин сайтĕнче ял тăрăхĕсенче

хресчен-фермер хуçалăхне, выльăх ĕрчетекен çемье фер-

мине йĕркелемешкĕн тата аталантармашкăн, ял хуçалăхĕнчи

потребительсен кооперативĕн пурлăх-техника никĕсне тĕре-

клетмешкĕн грант уйăрма конкурс ирттересси çинчен кăçал

та пĕлтерĕпĕр. Иртнĕ çулсенчи пекех ăна республикăн Ми-

нистрсен Кабинечĕ 2017 çулхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче çирĕ-

плетнĕ хресчен-фермер хуçалăхне, выльăх ĕрчетекен çемье

фермине никĕслеме тата аталантарма, ял хуçалăхĕнчи по-

требительсен кооперативĕн пурлăх-техника никĕсне тĕре-

клетме патшалăх пулăшăвĕ памалли йĕркесемпе килĕшÿллĕн

ирттерĕпĕр. Министерство пĕлтернĕ кунран пуçласа 30 кун-

ран кая юлмасăр конкурса хутшăнма заявкăпа документсем

йышăнать.

Ставкăсем улшăнаççĕ

— Федераци тата республика хыснисенчен субсиди уйăрмалли кăçалхи йĕркере çĕнĕлĕхсем пур-и?

— Çук. Çапах Раççей Ял хуçалăх министерстви бюджетран

субсиди уйăрса саплаштаракан тăкаксене мĕн пур йышши

хуçалăхсенчен документсемпе çирĕплетме, вĕсене Минис-

трсен Кабинечĕ йышăннă йĕркесемпе килĕштерсе хатĕрле-

ме çирĕп ыйтать. Пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант: бюджет

умĕнче парăмлă маррисене çеç субсиди параççĕ. Чылай-

ăшĕ вăл пирĕн çук тесех субсиди илеймест. Парăмпа татăл-

нă хыççăн налукçăсем пени темиçе пус хунă тĕслĕх нумай.

Хăшĕ-пĕри ăна пула 100 пинрен пуçласа 1 млн тенкĕ таран

субсиди илеймерĕ.

Çак кунсенче сĕт паракан ĕне продуктивлăхне ÿстерме уй-

ăракан субсидие валеçмелли йĕркене кĕртме палăртнă улшă-

нусене килĕштерес ĕç вĕçленет. Пĕлтĕрхи IV кварталта суб-

сиди илсе ĕлкĕрейменнисене кăçал куçарса парĕç. Таможня

союзĕн территорийĕнче туса кăларнă ял хуçалăх тракторĕ-

сене модернизацилемешкĕн республика субсидине уйăрма

сĕнÿсем хатĕрлерĕмĕр.

— Патшалăх пулăшăвĕн тĕрлĕ тĕсĕн субсиди ставкисем çинчен мĕн пĕлтеретĕр?

— Субсидисем пама пăхса хăварнă пĕтĕм укçана тĕпе хур-

са вăйра тăракан ставкăсене улăштарас тĕлĕшпе ĕç пырать.

Пирĕн шухăшпа, ял хуçалăхĕнче тавар туса илекен кашни

тытăмăн патшалăхран пулăшу илме пултармалла! Чи мал-

тан сĕт туса илекенсен субсиди ставкине çĕнетĕç. Респу-

бликăн Ял хуçалăх министерстви çирĕплетекен кашни гек-

тар сухалакан-акакан çĕр пуçне паракан çыхăнман пулăшу

ставкине улăштармăпăр. Раççей Ял хуçалăх министерстви

хăй енчен ăна çĕнетрĕ ĕнтĕ. Улшăнакан ставкăсен черетĕ-

нче — элита вăрлăхсем. Малалла вулас...

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.