Сĕнтĕрвăрри больницинче тухтăрсем çитмеççĕ

2 Çурла, 2017

Пĕтĕм Раççейри «Раççейшĕн» халăх фрончĕ» общество юхăмĕн республикăри уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн пуçлăхĕ Николай Косырев, çавăн пекех эксперчĕ Венера Кузнецова тата ОНФн хастарĕсем паян Сĕнтĕрвăрри район больницине çитсе килчĕç.

Тĕп тĕллев: пациентсене сĕнекен медицина пулăшăвĕн пахалăхне хакласси. Çавна май вĕсем поликлиникăри регистратура ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, пĕтĕмĕшле практика врачĕн йышăнăвĕнче пулчĕç, стационара кĕрсе тухрĕç. Кайран сиплев учрежденин ертÿçипе — Валентина Езюкова тĕп врачпа — тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтермелли самантсем пирки калаçрĕç. Чăрмавсем пур çĕрти пекех: тухтăрсем çитмеççĕ, ятарлă специалистсем патне лекме черет вăрăм тата ытти те.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас