Савăк кăмăллă пулар

18 Раштав, 2015

Çĕнĕ çула лайăх кăмăл-туйăмпа кĕтсе илес тĕллевпе Шупашкар хула администрацийĕн культура управленийĕ культура учрежденийĕсен хушшинче смотр-конкурс ирттерет. Раштавăн 14-24-мĕшĕсенче ятарлă комисси культура çурчĕсене мĕнле капăрлатнине тишкерĕ.

Конкурса хутшăнакансен чÿрече витринисене, территорие тата шалти пÿлĕмсене Çĕнĕ çул теттисемпе капăрлатмалла. Культура керменĕсен умне вара илемлетнĕ чăрăшсем вырнаçтарма палăртнă. Культурăпа кану паркĕсем те айккинче юлмĕç. Вĕсене тĕрлĕ тĕслĕ çуталакан гирляндăсемпе илемлетĕç. Библиотекăсемпе ачасене хушма пĕлÿ паракан çуртсем, культурăпа кану учрежденийĕсем, культурăпа кану паркĕсем кунран-кун улшăнса, хитреленсе пыраççĕ. Илемпе хитрелĕх, капăрлăх кăмăла çĕклеççĕ. Çĕнĕ çула лайăх кăмăлпа кĕтсе илсессĕн çулталăкĕпех савăк кăмăллă пулăн. Çапла пултăрччĕ те!

Рубрика: