Саунăна кайсан

4 Нарăс, 2016

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче çĕрле йĕрке хуралне Шупашкарти пĕр саунăра 36 çулти арçын вилни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ. Шупашкарти Мускав районĕнчи следстви уйрăмĕ ку тĕлĕшпе следстви умĕнхи тĕрĕслев ирттерме палăртнă.

Тĕрĕслев материалĕсене тишкерсен çакă паллă: арçын саунăна пĕччен килнĕ. Анчах сеанс вĕçленсен те вăл кабинăран тухман, çавăнпа сауна ĕçченĕсем тĕрĕслеме шухăшланă. Ăна, сывламанскере, милĕкпе çапăнмалли пÿлĕмре тупнă. Арçынна пусмăрласа вĕлерменни паллă. Малтанлăха палăртнă тăрăх, вăл чĕре чирне пула куçне яланлăхах хупнă. Арçын Шупашкарти пĕр аслă шкулта куçăн мар майпа вĕреннĕ, ун чухне вăл сессие килнĕ.

Рубрика: