Сасăламашкăн кая юлман-ха
10 Ноября, 2015

Раççей ШĔМĕ "Комсомольская правда" Издательство çурчĕпе пĕрле ирттерекен Пĕтĕм Раççейри "Халăх участковăйĕ" конкурс çĕнтерÿçишĕн сасăламалли тапхăр чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă, паян, Полици кунĕнче, вĕçленет - эппин, эсир ентешĕмĕршĕн сасăлама кая юлман-ха.

"КП" сайтĕнчи онлайн сасăлав - конкурсăн юлашки тапхăрĕ. Асăннă сайтра тупăшăва хутшăнакан кашни полицейски пирки тĕплĕ каласа панă. Вĕсем пурте - конкурсăн регионсенчи турĕн финалисчĕсем. Кăçал çĕнтерÿçе граждансен шанăçĕн индексне тĕпе хуракан ятарлă формулăпа палăртаççĕ. Уйрăм конкурсантшăн миçе çын сасăланине тата Раççейĕн вăл е ку суб<ектĕнче пурăнакансен шутне тĕпе хураççĕ. Тĕп приз - "Лада-Гранта" автомобиль. Çĕнтерÿçĕсене чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче, шалти ĕçсен органĕсен участок уполномоченнăйĕсен службине йĕркеленĕ кун, чыслĕç.

Чăваш Ен чысне конкурсра Шупашкар районĕн полици капитанĕ Александр Боронов хÿтĕлет. Вăл полицири службăра 16 çул, Çурçĕр Кавказри командировкăра 6 хут пулма ĕлкĕрнĕ. Александр Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Турхан ялĕнче çуралнă. Ял ачи çĕр ĕçне хисеплесе ÿснĕ, çавна май шкул хыççăн ним иккĕленмесĕр Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ. Анчах çулталăкран çара кайма повестка илнĕ. Çарта тинĕс пехотинецĕсен ретĕнче службăра пулни унăн тĕнче курăмне те улăштарнă. 1998 çулта киле таврăннă май вăл шалти ĕçсен органĕсенче службăра пулма ĕмĕтленнĕ ĕнтĕ. Çулталăкранах Боронов районăн шалти ĕçсен пайĕн патрульпе пост службинче ĕçлеме тытăннă.

- Унтанпа 16 çул иртрĕ, - тет Александр. - Йĕркелĕх хуралçин ĕçĕ çавнашкал - кĕтменлĕх те пайтах, тем те курма тивнĕ. Çурçĕр Кавказра служба командировкисенче пĕрре кăна мар пулнă. Йывăр, хăрушă самантсем те пулман мар, çапах эпĕ çак профессие суйласа илнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнмен.

Полицин участок уполномоченнăйĕ пулса тăнăранпа çулталăк кăна иртнĕ-ха. Вăл Шĕнерпуç ял тăрăхĕшĕн яваплă: 17 ял, 4,5 пин ытла çын пурăнать. Хăй каланă тăрăх - ППСри служба ăна кирек кампа та пĕр чĕлхе тупмашкăн вĕрентнĕ, çакă ĕçре паян та пулăшать. 2015 çулта унăн участокĕнче профилактика енĕпе шутра тăракансем пĕр преступлени те туман - çакăнта Боронов тÿпи тем тесен те пысăк. Асăннă тапхăрта полици капитанĕ граждансен 290 çăхавне, ыйтăвне пăхса тухнă, административлă правăна пăснипе çыхăннă 250 ытла тĕслĕхе тупса палăртнă.

Çапах пурнăçри тĕп çитĕнĕвĕ, хăйĕн шучĕпе, унăн çемйи. Мăшăрĕпе Наташăпа 15 çул каялла пĕрлешнĕ. Икĕ ывăл тата хĕр çитĕнеççĕ. Ĕçрен пушă пулни сайра, анчах унашкалли тупăнсан вăхăта ашшĕ ачисемпе ирттерме тăрăшать. Хăйне ашшĕ-амăшĕ вĕрентнĕ пекех вăл та паян ачисене тăван çĕр çинчи ĕçе юратма хăнăхтарать, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме ăс парать.

Марина СЕРГЕЕВА

Марина СЕРГЕЕВА