САПАЛАНЧĂК СКЛЕРОЗРАН

1 Пуш, 2017

Сапаланчăк склероз /рассеянный склероз/ — йывăр чир. Чи малтанах вăл тĕп нерв тытăмне сиен кӳрет. Чире çăмăллатма тухтăр сиплевĕпе пĕрле ӳсен-тăран шĕвекĕсемпе те усă курма сĕнеççĕ.

Тупă курăкĕ

Пиçĕхтернĕ шĕвек. Тупă курăкĕн /мордовник обыкновенный/ 2 апат кашăкĕ типĕ вăррине термоса тин вĕренĕ 1 стакан шывпа пĕрле ямалла, сакăр сехет лартмалла та тăватă сий марля витĕр сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — 2 уйăх. 10 кун тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле.

Настойка. Тасатман типĕ 50 грамм вăрра çур литр шурă эрехе ямалла, 3 эрне лартмалла. Ирхине тата каçхине апатчен çур сехет маларах юн пусăмĕ пысăк пулсан — 20-шер тумлам, юн пусăмĕ пĕчĕк пулсан 10-шар тумлам ĕçмелле. Курс — 2 уйăх. 10 кун тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле.

Сăтăрма. 1 чей кашăкĕ настойкăпа каçхине çывăрма выртас умĕн çурăм шăмми тĕлне сăтăрмалла.

Асăрханăр! Тупă курăкĕ наркăмăшлă, виçене çирĕп пăхăнмалла. Унпа çак тĕслĕхсенче усă курма юрамасть: щит евĕрлĕ пар гиперфункцийĕ, гепатит, нефрит, бронх астми, шăнăр хутлатас туртăм пурри, ача кĕтни, кăкăр ĕмĕртни.

Ямшăк курăкĕ

Пиçĕхтернĕ шĕвек. Вĕтетнĕ типĕ 1 чей кашăкĕ ямшăк курăкне /живокость полевая/ тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, ăшă вырăнта /термоспа мар/ 8 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — 3 эрне, тăхтав — 1 эрне. Çак схемăпа çулталăка яхăн сипленмелле.

Асăрханăр! Ӳсен-тăран наркăмăшлă, виçене çирĕп пăхăнмалла. Ямшăк курăкĕпе /тепĕр ячĕ — уй мăйраки/ çак тĕслĕхсенче усă курма юрамасть: гипотони, мышца тонусĕ вăйсăрланни, миастени, пĕвер, пӳре, чĕре чирĕсем, ача кĕтни. Астмăпа аптракансен сывлăш пӳлĕнме пуçласан çак курăк шĕвекне ĕçме чарăнмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.