Салтака кайма вăхăт çук

17 Авăн, 2015

Канашри районсен хушшинчи следстви уйрăмĕ 20 çулти каччă тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтерсе суда ярса панă. Çамрăкскер повестка килсен те çар комиссариатне пыман.

Следстви версийĕ тăрăх, 2011 çулхи февральте тата 2014 çулхи октябрь уйăхĕнче ăна çара юрăхлă тесе йышăннă. Анчах каччă 2013 çулхи апрельтен пуçласа 2015 çулхи февральччен çар комиссариатне призывпа çыхăннă мероприятисене пыман. Çара кайма повестка икĕ хутчен килсен те вăл хăнк та туман. Кунсăр пуçне каччă хăй вĕренекен училищĕре çар комиссариатне пыма чĕнекен повесткăна икĕ хутчен илме хирĕçленĕ. Çамрăкскер хăйĕн айăпне йышăннă. Вăл куншăн уголовлă явап тытмаллине пĕлнĕ пулсан та çар комиссариатне пыманнине хирĕçлемен. Хăй ăнлантарнă тăрăх, унăн салтака каяс килмест тата вăхăчĕ çук.

Рубрика: