Саккунсăр продукци халăха упрассине хирĕçлет

6 Пуш, 2019

Чи малтанах — потребительсен интересĕсене хÿтĕлесси. Анчах промышленноç подукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕ тÿрĕ кăмăллă производительсемшĕн те сиенлĕ. Вăрттăн ĕçлекенсем налуксенчен пăрăннине кура конкуренци енĕпе çăмăллăх илеççĕ те — саккунлă продукцие хĕстереççĕ. Çак ыйтусем тавра республикăри промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен комиссийĕн паян иртнĕ ларăвĕнче тĕплĕ калаçу пулчĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, контрафактпа çине тăрса кĕрешни налук пухассине пысăклатма та пулăшмалла. Çийĕнчен çак ĕç импорта хамăрăн продукципе улăштарас тĕллевпе те пĕр сасăллă. Шел те, саккунсемпе нормăсен шайĕнчи çитменлĕхсем те çак ĕçе ура хураççĕ. Республика шайĕнче вĕсене лайăхлатмалли сĕнÿсем хатĕрлесе РФ Промышленноçпа суту-илÿ министерствине ярса парасси йăлана кĕнĕ теме те юрать. Çавнашкал пĕр тĕслĕх, сăмахран, Шупашкарти «Сеспель» предприятипе çыхăннă. Вăл хăйĕн танк-контейнерĕсене ют çĕршывсене те ăсатать. Анчах çав продукциех тепĕр чух чикĕ леш енчен Раççее çаврăнса килет — хакĕ, тĕлĕнмелле те, кунта сутаканнинчен йÿнĕрех пулса тухать иккен. Саккунсенчи кăлтăк Чăваш Енри предприятин ютри ĕçтешĕсене çапла тума май парать. Унашкаллинчен хăтăлмалла. Сăмах май, «Сепель» ыйтăвне халь РФ Промминĕ тишкерет — йышăну çук-ха.

ШĔМĕн экономикăри преступленисемпе кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Семенов полици пĕлтĕр асăннă сферăра 136 преступление тупса палăртнине çирĕплетрĕ. Тата — административлă правăна пăснин 1 пин ытла тĕслĕхĕ. Управлени пуçлăхĕ хуçисене хăйсен тавар маркисене, патенчĕсене шанчăклă хÿтĕлеме чĕнсе каларĕ. Вĕсене тĕплĕ çырса кăтартманнине пула тепĕр чух ШĔМ тивĕçлĕ мерăсем те йышăнаймасть. Республикăри электротехника туса кăларакан предприятисенчен пĕринпе шăпах çапла пулса тухнă. Ютри тепĕр предприяти унăн продукцине туса кăларма тыттăннă. Кусем полицирен пулăшу ыйтнă. ШĔМ ĕçе кÿлĕннĕ — саккунсăр çав продукцие те туртса илнĕ. Анчах кайран хайхи ют продукци кунтинчен кăшт кăна уйрăлса тăни палăрнă — пирĕн производительсем çав саманта хăйсен докуменчĕсенче палăртман, çапла вара «вăрăсене» явап тыттарма та май килмен.

Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Ананьева та саккуна пăснин уйрăм тĕслĕхĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Электроаппарат завочĕн, Шупашкарти вăйă оборудованийĕн завочĕн продукцине копиленĕ тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларнă.

Калаçăва вĕçленĕ май Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ хăйĕн çырăвĕнче халăха упраса хăварассине тĕпе хунине аса илтерчĕ. Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешесси те çынсене, вĕсен пурнăçĕпе сывлăхне упрассипе тÿррĕнех çыхăннă. Апла тăк çак ĕçе унăн пĕлтерĕшне ăнланса тата яваплăха туйса пурнăçламалла.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас