Саккуна пăсасран
20 Aug, 2015

Раççейĕн тĕп прокуратури йĕркеленипе халăх валли "хĕрÿ лини" ĕçлĕ. Чикĕ леш енчен саккунсăр майпа илсе килнĕ апат-çимĕç, вĕсене сутни пирки пĕлтерме май пур халĕ.

Кăçалхи июнĕн 24-мĕшĕнче РФ Президенчĕ хăш-пĕр тавара пирĕн çĕршыва кÿрсе килме юраманни çинчен алă пуснăччĕ. Çак йыша Америкăран, Евросоюза кĕрекен патшалăхсенчен, Албанирен, Австралирен, Исландирен, Канадăран, Лихтенштейнран, Норвегирен, Черногорирен килнисем кĕреççĕ. Правительство çак таварсен йышне те палăртнă. Унта кăлпасси, какай апат-çимĕçĕ, шăнтнă какай, пулăпа тинĕс апат-çимĕçĕ, улма-çырла, мăйăр, пахча çимĕç кĕреççĕ. Ведомство пĕлтернĕ тăрăх, çак таварсене тĕрĕслев витĕр кăлармасăрах, вĕсене турттармалли условисене пăхăнмасăрах илсе килеççĕ. Ку - çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ. Çавăнпах прокуратура "хĕрÿ лини" йĕркеленĕ те.