Саккассем Чăваш Ен экономикине тĕревлеççĕ

6 Çĕртме, 2014

Çĕмĕрлере ĕнер РФ Оборона министерствин çар управленийĕн органĕсен, наука тĕпчев организацийĕсен ертÿçисен, промышленноç предприятийĕсен представителĕсен хĕç-пăшалпа çар техники кăлармалли контрактсем çине куçмалли пĕрлехи техника политикине палăртас тĕллевлĕ наука-практика конференцийĕ иртнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта ирхине çав форума хутшăнма килнĕ генералсемпе курнăçрĕ.

Канашлу вырăнне ăнсăртран суйласа илмен. Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕ, «Проект-техника» корпорацие кĕрекенскер, Раççейри çакнашкал продукци кăларакан чи пысăк производительсенчен пĕри. Çакăн пирки каланă май Михаил Игнатьев республика территорийĕнче Оборона министерствин тĕллевĕсемпе вăрахлăх инвестици проекчĕсене пурнăçланине пĕлтерчĕ. Кăçалхи саккассен портфелĕ - 10 млрд тенкĕ патнелле. Çав шутра - Çĕмĕрлери асăннă завод, автофургон комбиначĕ, Шупашкарти Чапаев ячĕллĕ пĕрлешÿ, «Элара», ЧЭАЗ.

Асăннă инвестици проекчĕсем Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕмĕрлешĕн - пушшех. Михаил Васильевич унти икĕ предприяти, тĕрĕссипе, хула никĕсĕ пулнине палăртрĕ. Вĕсем йĕркеллĕ ĕçлесен çав хуласенче пурăнакансем те хăйсене лайăх туйĕç.

РФ Оборона министерствин Тĕп автобронетанк управленийĕн пуçлăхĕ Александр Шевченко генерал-лейтенант, Тĕп ракетăпа артиллери управленийĕн пуçлăхĕ Николай Паршин генерал-лейтенант хăйсем ертсе пыракан тытăмсем республикăри предприятисемпе йĕркеленĕ çыхăнусем çирĕпленсе пыни çинчен каларĕç. А.Шевченко сăмахĕсене итлеме пушшех кăмăллă пулчĕ.

- Оборона министрĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн халĕ çар техникине çĕнетес çул çине тăтăмăр, - терĕ Александр Александрович. - Ку енĕпе Çĕмĕрлесен продукцийĕ хăйне лайăх енчен кăтартрĕ. Министр уçăмлă тĕллев лартрĕ: хамăрăн юсав подразделенийĕсене те çĕнĕ йышши техникăпа тивĕçтермелле. Çĕмĕрлери завод техники шăпах çак тĕллеве пурнăçлас енĕпе питĕ лайăх. Ятарлă мастерскойсем уйрăмах меллĕ. Эпир заводпа 3 çуллăх контракт турăмăр. Завода техникăна юсакан, пăхса тăракан специалистсене хатĕрлес ĕçе те явăçтарасшăн. Вăл пире вĕренÿ класĕсене кирлĕ хатĕрпе тивĕçтерме пулăшĕ. Çĕмĕрлесен машинисем пахалăхпа тивĕçтереççĕ.

М.Игнатьев çак ĕçтешлĕхе малашне те аталантарса пырасса шаннине палăртрĕ: «Пирĕн тĕллев - çакăн валли кирлĕ условисем йĕркелесси». Михаил Васильевич Оборона министерствин ертÿçи улшăннă хыççăн çар ĕç-хĕлĕнчи курăмлă улшăнусем кăмăла çĕклени çинчен те каларĕ, çакăншăн çар представителĕсене тав турĕ. Тепĕр тесен республика та ку ĕçе хăйĕн тÿпине хывать: «Çара сывă, Тăван çĕр-шыва юратакан çамрăксемпе тивĕçтерме тăрăшатпăр. Республикăра çар ретне тăрассинчен пăрăнакан призывниксем питĕ сахал, призыв енĕпе мĕн пур кăтартăва туллин пурнăçлатпăр. Çийĕнчен çак ĕç-хĕлпе çыхăннă кăтартусемшĕн Оборона министерствин вымпелне те тивĕçрĕмĕр».

Ĕçтешлĕх çирĕпленсе пыни паянхи условисенче пушшех пысăк пĕлтерĕшли куç кĕрет. Чăваш Енре вăйлă аталаннă электротехника кластерĕн продукци экспорчĕн çурринчен ытларах пайĕ Украинăпа çыхăннă, асăннă çĕр-шыври лару-тăру çивĕччине кура хайхи çыхăнусем хавшанă та - çĕнĕ саккассем шырамалла. Оборона министерстви ку енĕпе пулăшма пултарасси иккĕлентермест.

 Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.