Саккăрмĕш хут йышăнатпăр

13 Çу, 2015

Шупашкарта ирттернĕ сахал йышлă халăхсен хушшинчи çиччĕмĕш кинофестиваль тин çеç хупăннă пекчĕ - çулталăк иртсе те кайрĕ. Саккăрмĕшĕ те çитсе тăчĕ. Тĕрĕссипе, фестивале малалла тăсасси пирки иккĕленÿ те пурччĕ: экономика кризисĕ ăна та «ура хучĕ» - федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрма палăртман.

Çак инкек Шупашкар кинофестивальне кăна мар, ыттисене те пырса тивнĕ, анчах та Чăваш Ен аталанса пыракан паха пулăма такăнтарас темен - пур тăкака та хăй çине илнĕ. Ку енĕпе спонсорсене тав тумалла, тĕп партнер - Раççей Перекет банкĕ. Çавăнпа май уйăхĕн 18-23-мĕшĕсенче республикăн тĕп хулинче иртекен кинофестивальпе çыхăннă пресс-конференцире Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн заместителĕ Владислав Гольцев та пулчĕ. Унсăр пуçне унта Шупашкар кинофестивалĕн программа директорĕ, илемлĕх ертÿçи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Лаврентьев киновед, ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, ЧР культура программисен дирекцийĕн директорĕ Максим Матросов, фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçас тата хупас енĕпе ĕçлекен режиссер Дмитрий Капустин хутшăнчĕç.

Вадим Петрович пĕлтернĕ тăрăх - йĕркелÿ ĕçĕсем вĕçленнĕ, жюри йышне палăртнă, парнесем хатĕрлес ĕç пырать.

Сергей Лаврентьев сăмахĕнчен çакă паллă пулчĕ: кăçалхи кинофестивалĕн президенчĕ те малтанхиех - Раççей халăх артисчĕ, «Мосфильм» генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров. Карен Георгиевич темиçе çул ĕнтĕ пирĕн кинофестивале ертсе пырать. Паллах, кашнинчех Шупашкара килсе çÿреме май çук унăн. Иртнĕ çул кинофестиваль ĕç-хĕлĕпе паллашнăччĕ, пресс-конференци ирттернĕччĕ, ЧР Пуçлăхĕпе тĕл пулнăччĕ. Кăçал вара эпир ăна Шупашкарта кураймăпăр - вăл «Анна Каренина» фильм ÿкерме пуçланă. Тĕп рольте - темиçе çул каялла пирĕн фестивале хутшăннă Лиза Боярская.

Кăçал та, иртнĕ çулхи пекех, конкурс икĕ программăпа пулать: наци киностудийĕсен тата илемлĕ фильмсен конкурсĕсем. Илемлĕ фильмсен конкурсĕн жюрине Юсуп Разыков сценарист, режиссер, актер ертсе пырĕ. Йышра - Наталья Егорова актриса, Георгий Параджанов режиссер, продюсер, художник, Ирина Рубанова киновед. Сахал йышлă халăхсен фильмĕсене Евгений Цымбал режиссер, сценарист, актер ертсе пыракан ушкăн пахалĕ.

Шупашкар çыннисемпе унăн хăнисем Раççей фильмĕсемсĕр пуçне Финляндире, Хорватире тата Казахстанра ÿкернĕ картинăсемпе паллашма пултарĕç.

Раççейре Литература, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕсем иртнине шута илсе программăра классиксен произведенийĕсемпе лартнă лентăсене кăтартĕç. Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей çулталăкĕнче вăрçă темипе ÿкернĕ фильмсем те йышлă пулĕç. Ачасем валли ÿкернисем те чылай. Конкурса хутшăнакан картинăсене «Синема 5» кинозалра кăтартма палăртнă.

Чăваш кино ăстисем фестивале виçĕ ĕç тăратнă. Фестиваль хăнисем çавăн пекех Етĕрне, Пăрачкав тата Красноармейски тăрăхĕсене те çитсе курĕç, ял халăхĕпе паллашĕç, çамрăксем валли ăсталăх класĕсем ирттерĕç.

Сахал йышлă халăхсен Шупашкарти кинофестивалĕ май уйăхĕн 18-мĕшĕнче 18 сехетре Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлĕ.

Надежда СМИРНОВА

Рубрика: