Сывлăх

30 Утă, 2014

«Чирлĕ çын сывални - чи хаклă тав сăмахĕ»

«Турă вĕсене тухтăр пулма пилленĕ», - çак сăмахсене Елчĕк районĕн тĕп больницинче вăй хуракан тĕлĕнмелле мăшăр - Анатолий тата Любовь Молоствовсем - çинчен каланăнах туйăнать.

24 Утă, 2014

ЧИЕ ВĂХĂЧĔ ÇИТРĔ

Утă уйăхĕнче чие лайăх пиçсе çитет. Çак тапхăрта унран варени-компот, кукăль пĕçереççĕ, ăна хĕл валли типĕтеççĕ, шăнтса хураççĕ. Чие сиплевре те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Унпа çак тĕллевпе мĕнле усă курмалла-ха?

24 Утă, 2014

ЧĔР КУÇÇИНЕ ПУЛĂШМА

  • 3 апат кашăкĕ сĕлĕ хăрпăкне 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5-7 минут пиçĕхтермелле. Кăштах сивĕнме памалла та ăшă пăтта чирлĕ сыппа сĕрмелле. Компресс хучĕпе витмелле, ăшă япалапа çыхмалла. 2 сехет /çĕрĕпе салтмасан та юрать/ тытмалла. Процедурăна кашни кун ыратни иртичченех тумалла.
24 Утă, 2014

ÇУЛЛАХИ ÇИЧĔ КУНЛĂХ ДИЕТА

Апат виçесĕр çинипе самăрăлнă çынсем тÿсĕмлĕх çитерсен çуллахи çичĕ кунлăх диетăна пăхăнса начарланма, сывлăха лайăхлатма пултараççĕ. Вăл ансат: кашни кун ирхи, кăнтăрлахи, каçхи апата çак тапхăрта пулса çитекен улма-çырлапа пахча çимĕçе хăвăра кăмăла кайнă пек суйласа çимелле. Диетăна уйăхра 2-3 хут ирттерме юрать.

Pages