Сывлăх

15 Чÿк, 2014

Чире сипличчен - асăрхаттар

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станцире 25 çын вăй хурать. 19-шĕ сиплев ĕçне тÿрремĕн хутшăнать, вĕсенчен 11-шĕ - аслă, пĕри - тулли мар аслă, ыттисем ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ.

14 Чÿк, 2014

“Шурă вилĕмĕн” тĕпсĕр шурлăхĕ çамрăксене путарать

Наркотике пула çулленех пирĕн çĕршывра 100 пине яхăн çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Вăл ваттине те, вĕттине те хĕрхенмест. Çак амакăн "аллине" çакланакансене çул чылай чухне вилĕм патне илсе çитерет.

14 Чÿк, 2014

Сывă та нумай çул пурăнма

  1. Ирпе вăрансан темиçе хут туртăнса илĕр. Çывăрнă вăхăтра пур органра та юн çывăрса ларать. Шăм-шака хускатмасăр тÿрех утса кайсан урана юн нумай анать, ăна вара чĕре патне каялла тавăрма йывăртарах пулĕ.
  2. Кравать çинче выртса ал-урана çÿлелле çĕклесе силлемелле, пÿрнесене вылятмалла. Чĕре лайăхрах ĕçлеме пуçлĕ, мĕнпур клеткăпа тĕртемсене юн пырĕ.
13 Чÿк, 2014

90 çул - мăнаçланмалли нумай

«Фармация» ПУП, республикăри чи пысăк аптека сечĕ, 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. «90 çул вăл - мухтанма юракан ÿсĕм. Паян пире опытшăн, шанчăклăхшăн тата ят-сумшăн шанаççĕ», - терĕ уявра Валерий Филимонов генеральнăй директор.

Pages