Сывлăх

21 Чÿк, 2014

Эмел тата апат

Тухтăр вăл е ку эмеле çырса панă чухне ăна хăш вăхăтра тата мĕнпе ĕçмеллине палăртать. Анчах хăш-пĕр эмеле мĕнле ĕçмеллине инструкцире те палăртмаççĕ.

Антибиотиксемпе сипленнĕ хушăра сĕт, тăпăрчă, сыр, маринадланă, консервланă çимĕçсем çиме хушмаççĕ.

Сульфаниламидсем микробсене хирĕç кĕрешме пулăшаççĕ. Вĕсемпе усă курнă вăхăтра çуллă апат-çимĕçпе выльăх ăш-чиккинчен хатĕрленине çиме юрамасть. Сахăрпа çăкăр таврашĕ, йÿçĕкрех çырла, ешĕл çимĕç сахалрах çимелле. Унсăрăн пÿрере чул пухăнма пултарать.

20 Чÿк, 2014

"Сывлăх", 46 /811/ №, 20. 11. 2014

о Пилĕк çине - йÿç кăшман горчичникĕ.
о Иммунитетшăн хыр папкин сиропĕ лайăх.
о Ручка вырăнне - сăмса.
о Температурăна асамлă маç чакарать.
о Скандинави мелĕпе утни.
о Пĕвер сывă-и?
о Сĕтел çинче - витамин чейĕ.
20 Чÿк, 2014

ЫРАТСАН - ĂШĂТАКАН КОМПРЕСС

* Шыв мунчинче 1 стакан çăка пылне ирĕлтермелле, 1 апат кашăкĕ тин юхтарнă хура йÿç кăшман /черная редька/ сĕткенĕ, 4 апат кашăкĕ шурă эрех, 1 апат кашăкĕ вĕтĕ тинĕс тăварĕ хушмалла, лайăх ирĕличчен пăтратмалла. Сивĕтмĕшре тачă хупнă савăтпа упрамалла.

Усă курас умĕн кирлĕ виçе маçа шыв мунчине лартса кăштах ăшăтмалла. Унтан çурăма сĕрсе темиçе минут сăтăрмалла. Сăрхăнса кĕмесĕр юлнă маçа вĕри шывра йĕпетнĕ мамăк тампонпа тасатмалла. Çурăма ăшă чĕркесе 2 сехет выртмалла.

Процедура хыççăн шăнасран, йывăр ĕçлесрен асăрханмалла.

20 Чÿк, 2014

ЙĂЛАНА КĔРТМЕЛЛЕ

1. Пите массаж тумалла. Ку ÿте якатма, сыватма, ирхине çăмăллăнах вăранма, нумай вăхăт ĕçленĕ хыççăн ывăннине ирттерме пулăшать. Ирхине вырăн çинчен тăриччен алăсене пĕр-пĕринпе вĕриленичченех сăтăрмалла, унтан пите 12 хутчен массаж йĕрĕсемпе шăлса илмелле.

2. Куçсене çавăрттармалла. Ку çулсем иртсе пынă май куç витĕмĕ тĕтреленесрен хÿтĕлет, куç çивĕчлĕхне лайăхлатать. Куç улмисене 12 хут пĕр еннелле, 12 хут тепĕр еннелле çавăрттармалла. Унтан куçсене пĕр хушă хупса тăмалла та сарлакан уçмалла. Хăнăхтарăва кун тăршшĕпе темиçе те тума юрать.

18 Чÿк, 2014

Пулăран ерет

Дифиллоботриоз - чĕрчуна тата этеме йăмшаклатакан чир. Лентец хурта пула аталанать. Вăл темиçе тĕрлĕ. Сарлака лентец шурă, унăн сарлакăшĕ 0,5-1,5 см, тăршшĕ 10-12 см. Этем, йытă, кушак, тилĕ, сысна, упа, ытти чĕрчун пыршинче çитĕнет. Вăхăт çитсен унтах çăмарта хурать.

Сăмахран, хуларан каяшпа пĕрле лентец хурт личинки /корациди/ пăрăхпа Атăла лекет. Ăна часах рак евĕрлĕ, çурăм шăммисĕр, кĕсмен ураллă вĕтĕ чĕрчун /веслоногий рачок/ хыпса çăтать. Унăн ăшĕнчи корациди 2-3 эрнерен процеркойд /тăршшĕ 0,5-0,6 мм/ пулса тăрать.

Pages