Сывлăх

22 Раштав, 2014

Валентина Теллина: Ман асăмра ялан - Аслă Пăла Тимеш

«Хуласене ялта хăпартмалла, унта сывлăш лайăхрах», - тенĕччĕ пĕр философ. Чăнласа та, шÿтлесе те каланă пулĕ. Ял пĕтнишĕн чунран кулянакан, пурнăçне çынсене сиплес-сыватас енĕпе ирттернĕ, общество ĕçне хастар хутшăнакан хĕрарăмпа ку сăмахсене епле çыхăнтарма пулать-ха?

22 Раштав, 2014

Пĕчĕк Ульянăн «энергиллĕ фотосессийĕ»

«Пăхăр-ха, кăштах курнăçланать те!» - шÿтлет Светлана Артемьева врач-неонатолог пĕчĕк Ульяна Волкова фотоаппарат вспышкин çутипе пуçне пирĕн еннелле пăрнине асăрхаса.

19 Раштав, 2014

Юн ушкăнне кура

Çыннăн юнĕ миçемĕш ушкăна кĕни тăрăх унăн сывлăхĕ пирки те тĕшмĕртме пулать. Психологсен шучĕпе I ушкăна кĕрекенсем вăйлă характерлă çынсем, II ушкăнрисем - ырă кăмăллă çынсем, III ушкăна лекекенсем никама пăхăнманлăхĕпе, çул çÿреме юратнипе уйрăлса тăраççĕ. IV ушкăнрисем - çăмăл характерлă пулнипе тата пултарулăхĕпе паллă.

I ушкăн - авалтан килет

19 Раштав, 2014

Пылак юрататăп

Диабет пуçланнине ăçтан пĕлмелле? Калăпăр, эпĕ питĕ торт тата пирожнăй çиме юрататăп. Манпа кÿршĕллĕ пурăнакан хĕрарăм вара вĕсене чăтма пултараймасть, анчах вăл диабетпа чирлине пĕлтĕм.

Людмила Павлова.

Пылак çиме юратни усăллă мар паллах, анчах иккĕмĕш типлă диабет палли шутланмасть. Диабет паллисем пачах урăххисем. Пĕрремĕшĕнчен, тăтăшах шыв ĕçес килни. Ăшша пиçсе чупса килнĕ хыççăн харăсах икĕ стакан шыв ĕçме пулать, анчах çакăн хыççăн каллех ĕçес килни - хытах сисчĕвлентермелле.

19 Раштав, 2014

Шăнса чирлесен мĕн ĕçмелле?

Шăнса чирлесен ăшă тăхăнмалла, нумай ĕçмелле. Хăвăртрах сывалма мĕн ĕçсен лайăхрах?

Ăшă чей лимонпа, пылпа. Шăнса чирленине туйсанах ăшă чей лимонпа тата пылпа ĕçмелле. Çăрах мар симĕс е хура чей пăшăхламалла, темиçе касăк лимон, 1 кашăк пыл хушмалла. Вĕсене ăшă шĕвеке ямалла, унсăрăн лимонпа пылăн усăллă паха енĕсем çухалаççĕ.

Шăлан чейĕ. Шăланра С витамин нумай. Типĕтнĕ çырлана вĕтетмелле, çĕрле термоса 3 апат кашăкĕ çырла, вĕренĕ çур литр шыв ямалла. Ирхине шăлан чейне сăрăхтармалла, кунне 3-4 хут апатчен 20 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.

Pages