Сывлăх

28 Кăрлач, 2015

"Сывлăх", 3 /819/ №, 28. 01. 2015

о Клетчаткăпа пуяннине суйлăр.
о Уксус, кăшман, йод аван.
о Шурă чăрăш çăвĕ.
о Юн пусăмĕ пĕчĕк чухне.
о Шур çырли талăкра 1,5 стакан çимелле.
о Вариказ аптратать пулсан.
о Сыпă чирĕсем вĕрĕлсен.
о Пыр ыратсан - панулми уксусĕпе ыхра.
о Ирхи апат кирлех.
о Эмеле шывпа кăна ĕçмелле.
о Трофика кĕсенĕ ниепле те тÿрленмест.
о Куç çивĕчлĕхне алоэ лайăхлатать.
о Грипран - вĕри сăра.
о Ĕмĕре тăсакан йĕркесем.
28 Кăрлач, 2015

Çамрăк специалист - медицина психологĕ

Шупашкар хулин 2-мĕш больницинче ĕçлекен çамрăк специалистсенчен пĕри - медицина психологĕ Анна Убаева. Вăл И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Ĕçтешĕсем Анна Николаевна хăйĕн тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçланине, квалификацине ÿстерсе пыма тăрăшнине палăртаççĕ.

28 Кăрлач, 2015

ТАЛĂКРИ ВИÇЕ - 1,5 СТАКАН

Хĕллепе çуркунне шур çырли /клюква/ алă айĕнчех пулсан вырăнлă. Вăл сывлăха йĕркере тытса тăма, чирлесен хăвăртрах сывалма пулăшать.

Грипран, вирус инфекцийĕсенчен хÿтĕленме шур çырли ытларах çимелле. Вăл - иммунитета çирĕплетекен С витамин çăлкуçĕ.

Çамрăклăха, илеме нумай вăхăта упарса хăварма та çак çырла кирлĕ. Унра ватлăх юхăмне вăрахлатакан, ÿте паха витĕм кÿрекен антиоксидантсем чылай.

Шăк хăмпи шыçсан /цистит/ та шур çырли паха. Унра шăк çулĕсенче бактерисене тытăнса тăма чăрмантаракан, шыçасран хÿтĕлекен уйрăм япаласем пур.

28 Кăрлач, 2015

ШЫВПА КĂНА ĔÇМЕЛЛЕ

Эмеле шывпа кăна ĕçмелле, унсăрăн сывлăха пысăк сиен кÿме пулать. Çапла асăрхаттарать Раççей медицина наукисен академийĕн Апатлану ăслăлăх тĕпчев институчĕн сотрудникĕ Ю. Чехонина диетолог тухтăр.

Чей - уйрăм!

Вăл палăртнă тăрăх - эмелри хими япалисем хăш-пĕр шĕвекпе реакцие кĕме пултараççĕ. Ку сиплев витĕмне чакарать кăна мар, сывлăха та сиенлет. Тĕслĕхрен, чейпе кофе медицина препарачĕсен витĕмне улăштараççĕ. Чейри танин ирĕлмен çыхăнусем йĕркелеме, организм эмеле йышăнассине вăрахлатма пултарать.

28 Кăрлач, 2015

ĔМĔРЕ ТĂСАКАН ЙĔРКЕСЕМ

И. Макаров геронтолог çирĕплетнĕ тăрăх - çак йĕркесене пăхăнни активлă пурнăçа тата 35 çул таран тăсма пултарать.

* Тус-юлташ нумай пултăр /7 çул хушăнать/. Пĕр енчен, туссем йывăр вăхăтсене чăтса ирттерме пулăшаççĕ. Тĕрĕссипе, туслăх окситоцин гормон туса кăларма пулăшать. Çак гормон пуç мимине лăплантаракан витĕм кÿрет, юн пусăмне йĕркене кĕртме, ытлашши виçене чакарма, чир хыççăн хăвăртрах сывалма пулăшакан сăлтавсенчен пĕри пулма пултарать.

Pages