Сывлăх

Сыпă чирĕ подагра пирки Гиппократ вăхăтĕнчех пĕлнĕ. Подагра сăмах грекларан куçарсан «капкăнри ура» тенине пĕлтерет. Ыратнине ирттерме авалтанпах халăх мелĕсемпе анлă усă курнă.

Номерте:
• Чага кăмпа витĕмлĕ.
• Сула валли - сив курăкĕ.
• Нерв хĕсĕннĕ чухне.
• Кунжут вăрринчен - эмел.
• Çанталăк улшăннă тапхăрта пуç ыратсан.
• Пит çине çырса хунă...
• Чĕре таппине лайăхлатма.

Наркомани сарăлнин танлаштаруллă кăтартăвĕсене илес тĕк - Чăваш Ен пирки лăпкă регион теме пулать. Раççейре кашни 100 пин çын пуçне наркомансен шучĕ 232 çынпа танлашать, Атăлçи округĕнче - 245. Пирĕн республикăра вара - 100 çынран кăшт кăна ытларах. Апла пулин те ку лăпланмалли сăлтав мар.

Канаш районĕнчи патшалăх ветеринари службинче 59 çын вăй хурать: 26-шĕ - аслă, 21-шĕ ятарлă вăтам пĕлÿллĕ. Тата 12-шĕ - техперсоналпа бухгалтерсем. Унсăр пуçне виçĕ хуçалăхăн производство ветслужби пур, вĕсенче - 6 специалист.

Çынсем çут тĕнчерен уйрăлнин сăлтавĕсен йышĕнче юн çаврăнăш тытăмĕн чирĕ малта тăрать, унтан, çул-йĕр аварийĕпе çыхăннă вилĕм пысăкланнипе, - тулашри инкек-синкек, виççĕмĕш вырăнта - усал шыçă.

Pages

Subscribe to Сывлăх