Сывлăх

  • Грипп ерсен - сĕтпе техĕмлĕх.
  • Мунчари сиплевçĕ милĕк.
  • Сыпăсенче тăвар пухăнсан.
  • Çамрăклăх эликсирĕ хатĕрлетпĕр.
  • Ялан пылак çиес килет...
  • Пуç ыратсан корица витĕмлĕ.
  • Чĕре сикет, сывлăш пÿлĕнет.
  • Аллергирен - хыр йĕппи.
  • Мăкăрăлнă вена çине.
  • Çăка чечекĕ - чăн-чăн сиплевçĕ.
  • Хăш тухтăр патне каймалла?
  • Тибет сĕт кăмпи.
  • Çурăм аптратма пуçласан.
  • Астмăпа кĕрешекен пастăсем.
  • Ура ывăнсан, ÿт хытсан.
  • Чăмăрла пĕçернĕ çăмартапа.

Шкула кайсан ачасенчен хăшĕ-пĕри мĕншĕн тăтăшах чирлет-ха? Вĕренÿри йывăрлăх ачан психикине, ăс-хакăлне пысăк витĕм кÿнипе пĕрлех сывлăха та хавшатма пултарать. Гигиенистсем час-часах тĕл пулакан виçĕ чире палăртаççĕ: вăрах гастрит, куç çывăхран çеç курни, кĕлетке кукăрăлни. Çак чирсенчен мĕнле хÿтĕленмелле-ха?

Ăрусен ылмашăвĕ - çитĕнÿ çăл куçĕ, аталану хăвачĕ. Аслисем хăйсен пуян опытне çамрăксене пиллесе хăварса каяççĕ... Çамрăксем вĕсен ĕçне тăсма сăмах парса малалла ăнтăлаççĕ. Ку - çут çанталăк саккунĕ, унран иртеймĕн.

Мунчари пăса тĕрлĕ майпа тутлăлантарма пулать. Акă вĕсенчен хăшĕ-пĕри,

Çăкăр шăршиллĕ пăс. 1 кашăк сахăр, 1 чей кашăкĕ пыл, 50 мл çăкăр квасĕ /лавккара сутаканни те юрать/, 3 л шыв. Вĕрекен шывра пыл, сахăр, квас хутăштарăр. Çак хутăша мунча кăмаки çине сапăр. Шăнса пăсăлнă чухне те çак хутăш аван пулашать.

Горчица пăсĕ. 1 чей кашăкĕ типĕ, лайăх ăшаланă горчица, 3 л шыв. Горчицăна вĕрекен шыва ярса пăтратăр, мунча кăмаки çине сапăр. Вăл та шăнса пăсăлнине сиплеме пулăшать.

Pages

Subscribe to Сывлăх