Сывлăх

19 Пуш, 2015

Петрушкăран, сив курăкĕнчен - эмел

Манăн цикорий, петрушка сокĕсене ăçта сутнине пĕлес килет. Пулăшаймăр-ши?

Тамара МОСКОВКИНА.

Куславкка районĕ.

18 Пуш, 2015

Сыхлăха çухатма юрамасть

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ĕнер Чăваш Республикинче терроризмпа кĕрешекен комисси ларăвĕ иртнĕ.

Унта 2013-2018 çулсенче Раççей Федерацийĕнче терроризм идеологийĕпе кĕрешмелли комплекслă план Чăваш Енре мĕнле пурнăçланнине тишкернĕ. Тунă ĕçпе вице-премьер - информаци политикин министрĕ Александр Иванов, культура тата вĕрентÿ министрĕсем Вадим Ефимовпа Владимир Иванов паллаштарнă.

18 Пуш, 2015

Ешĕл хунав çутталлах туртăнать...

Çут тĕнчене çĕнĕ кайăк килни - иксĕлми телей, вышкайсăр савăнăç. Ачасем - пирĕн пуласлăх, шанăç, тĕрев тесе ахальтен каламастпăр вĕт. Çĕр çинчи пĕтĕм ырăлăха, ĕмĕт-тĕллеве вĕсемпе çыхăнтаратпăр. Çамрăк ăрăва сывă та таса, халăхăмăра юрăхлă çитĕнтерессишĕн пултарнă таран тăрăшатпăр.

18 Пуш, 2015

"Сывлăх", 10 /826/ №, 18. 03. 2015

о Чĕрене пулăшма - виçĕ рецепт.
о Пигмент пăнчинчен.
о Артритран - тăварлă çăм.
о Щит евĕрлĕ пар валли - сывлăх апачĕ.
о Укропа аса илтерет.
о Сасă çĕтрĕ-и?
о Бронхитран хăвăрт хăтараççĕ.
о Ĕнсе ыратать...
о Сисмесĕрех çамрăкланатпăр.
о Шур тăрăллă хыт курăк.
о Ÿслĕкрен сиплекен пылаксем.
о Куç инçене кайсан.
о Вĕри какао лайăх.
о Сырлан çăвĕ.
18 Пуш, 2015

УКРОПА АСА ИЛТЕРЕТ

Фенхель тулаш енчен пăхсан укропа аса илтерет, çавăнпа ăна хăш чухне аптека укропĕ тесе те калаççĕ. Тутипе тата шăршипе вăл анис евĕр. Сиплевре вăррипе усă кураççĕ.

Ăна икĕ тапхăрпа пухаççĕ. Ÿсен-тăран тĕрлĕ вăхăтра чечеке ларса вăрри те икĕ тапхăрпа пулса çитнĕрен малтан варринчи турачĕсен саралнă çупкамĕсенчи вăррине пухса илеççĕ. Унтан ытти туратсенчи вăрри пулса çитсен ÿсен-тăрана пĕтĕмĕшле касса илеççĕ. Хĕвел лекмен вырăнта пăтратсах тăрса типĕтмелле. Чĕртавара 3 çул таран упрама юрать.

Pages