Сывлăх

8 Ака, 2015

Сывлăх", 13 /829/ №, 08. 03. 2015

о Чирлĕ нерв çине - тăм пашалу.
о Чĕрене çирĕплетме.
о Ура кĕли аптратсан.
о Тасату процедурисем пурне те юрамаççĕ.
о Тикенек йодпа пуян.
о Пÿрне шыçса пÿрленсен.
о Хăшĕсем ăна мăн хăяр теççĕ.
о Артроз лăпланнă вăхăтра.
о Селедка кама усăллă?
о Ылтăн тымар вăй кĕртет.
о Пĕр-пĕринпе уйрăмах килĕштереççĕ.
о Чикенрен - хупахпа.
о Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере.
8 Ака, 2015

ÇĔМĔРТ ШАП-ШУРĂ ÇЕÇКЕРЕ

Çĕмĕрт çимĕçĕнчен хатĕрленĕ препаратсем, хытаракан япаласем пуррине кура, варвиттирен, вар-хырăмăн ытти ĕçĕ пăсăлсан сиплеççĕ.

Хуппин препарачĕсем - тар кăларакан, вĕрилентернине ирттерекен, шăк хăвалакан, çулçин препарачĕсем - хытаракан, витаминсемпе тивĕçтерекен, чечекĕнчен хатĕрленисем шыççа хирĕçле, сурана ÿт илтерекен, бактерисемпе кĕрешекен витĕмпе палăрса тăраççĕ.

7 Ака, 2015

Сывлăхăмăршăн хамăр яваплă

Сывлăхран хакли тата пĕлтерĕшлĕреххи нимĕн те çук. Ăна мулпа улăштараймăн. Çĕрме пуян - анчах чирлĕскер, халсăрскер - ахальтен-и сывă та таса çÿрекен, вăй-халĕ тапса тăракан чухăн çынна ăмсанать?

Сывлăхпа çыхăннă ыйтусем мĕнпур çĕршывра пурăнакансене, вĕсем хăш наци çынни пулнине пăхмасăр, яланах канăçсăрлантарнă, халĕ те хумхантараççĕ, малашне те шухăшлаттарĕç. Чир-чĕр чикке пăхса тăмасть, тĕнче тăрăх чăрмавсăрах сарăлать. Çавăнпа та уйрăм патшалăх çыннисен сывлăхĕ мĕнле пулни вĕсене кăна мар, Çĕр çинчи этемлĕхе хумхантармалла.

7 Ака, 2015

Туртма пăрах - сывлăн çăмăлрах

ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕ ертсе пынипе «Федерацин 2013 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнчи «Граждансен сывлăхне таврари табак тĕтĕмĕнчен тата ăна туртнин юлашкийĕсенчен сыхласси çинчен» 15-мĕш саккунне пурнăçа кĕртни» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ. Ĕçлĕ калаçăва ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, федераци тата регион влаçĕн органĕсен представителĕсем, общество палатин членĕсем, çамрăксен юхăмĕн хастарĕсем, паллă спортсменсем, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем тата яваплă ытти çын хутшăнчĕç.

Pages