Сывлăх

16 Ака, 2015

Тухтăр вилнĕ - больницăрах

Апрель уйăхĕн 7-мĕшĕнче ирхине Муркаш районĕн тĕп больницинче хăйĕн ĕç пÿлĕмĕнчех 26 çулти тухтăр виллине тупнă. Асăннă тĕслĕх тĕлĕшпе тивĕçлĕ органсем следствичченхи тĕрĕслев пуçарнă.

16 Ака, 2015

Мода хыççăн кайса сывлăха шар кăтартаççĕ

Чыса кăна мар, сывлăха та çамрăкран упрамалла. Пурнăç мĕнле çулпа чупасси унран нумай килет-çке. Паян эпир хĕр-хĕрарăм сывлăхĕ çинчен калаçăпăр. Çамрăк чухнехи йăнăшшăн ача çуратайман тĕслĕх сахал-и? Çутçанталăк та хĕрарăма амăшĕ пулмах пилленĕ вĕт.

15 Ака, 2015

Пулăшу кĕтсе илеймен

Аптăраса ÿксен тÿрех тухтăрсенчен пулăшу ыйтма васкатпăр.

Гиппократ тупине тунăскерсем чир-чĕртен сыватасса, йывăрлăхра тĕксе ямасса кĕтетпĕр, шанатпăр. Шел, ытлашши шанни хăш чухне хака ларать.

Пĕлтĕр Шăмăршăри 57 çулти хĕрарăм шăлĕ шыçнипе аптăраса ÿкнĕ. Тухтăр-стоматолог унăн сылтăм янахĕнче пÿрлĕ шыçă пуррине палăртса район больницине, хирурги уйрăмне сипленме янă. Чир шала кайнă май хĕрарăма стационарах вырттарма тивнĕ.

15 Ака, 2015

"Сывлăх", 14 /830/ №, 15. 04. 2015

о Подагрăран - рис çăнăхĕпе.
о Хăмлапа прополис витĕмлĕ.
о Хурăн милĕк лăплантарать.
о Хыр пылĕ çисе.
о Щит евĕрлĕ пар тĕвĕллĕ...
о Мăкăль çухалтăр тесен.
о Омела - шыççа хирĕç.
о Пыршăлăх кахалланма пуçласан.
о Çăварти асамлă пăнчăсем.
о Пĕвер валли - сĕлĕ шывĕ.
о Бурсит аптратсан.
о Пăспа сывласа, пыра чÿхесе.
о Хур çăвĕ пахарах.
о Панулми косметики.
15 Ака, 2015

Пациентсем Ольга Симсова кардиолога ырăпа асăнаççĕ

Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника больницинче аслă ăрури çынсене медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтерес ыйтусемпе тимлĕ ĕçлеççĕ. Кăçал ветерансен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеме диспансеризаци ирттереççĕ, ятарлă бригада ялсенчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тухса çÿреме пуçланă та ĕнтĕ.

Pages