Спорт

19 Утă, 2014

Çамрăксем ĕçпе хÿтĕлеве хатĕрленеççĕ

Пирĕн çĕр-шывра «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт тытăмĕн нормативĕсене чĕртсе тăратас тĕллевпе кăçал старт илнĕ ятарлă проект кунран кун вăй илет. Спортпа туслисен йышне ÿстерме пулăшакан, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтаракан юхăм Чăваш Енре те пĕрремĕш утăмĕсене тăвать.

18 Утă, 2014

Тĕнче чемпионки çитĕнекен ăрăва хавхалантарать

Космоспа компьютер тата çĕнĕ ытти технологи саманинче вăхăт иртни пачах сисĕнмест. Уйрăмах тĕрлĕ енлĕ аталаннă, яланах малалла ăнтăлакан çамрăк çыншăн. Маунтинбайк енĕпе тĕнчен икĕ хут чемпионкишĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕшĕн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аспиранчĕшĕн Ирина Калентьевăшăн уйрăмах.

16 Утă, 2014

Воронежран - ултă медальпе

Ял хуçалăх предприятийĕсенче, агропромышленноç комплексĕнче тата социаллă сферăра тăрăшакансем ĕлĕкренпех ĕçре кăна мар, спортра та пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă. Çавна май чылай çул каялла ял спорчĕн юхăмĕ вăй илнĕ. Хальхи вăхăтра ял ĕçченĕсем Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисенче хăйсен ăсталăхне тĕрĕслеççĕ.

15 Утă, 2014

Ирина Калентьевăн вун пĕрмĕш «ылтăнĕ»

20 çул каяллахи тÿлек те ăшă куна аса илетĕп. Утă уйăхĕн варринче ун чухне Шупашкарăн хĕвел анăç районĕнчи сарлака та тарăн çырма таврашĕнче хывнă йывăр трасса çинче пуçласа маунтинбайк енĕпе Раççей чемпионатне ирттерчĕç.

12 Утă, 2014

Çĕнелнĕ юхăм вăй илĕ-и?

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче комсомол чĕнĕвĕпе Совет Союзĕнче спортăн темиçе енне пĕрлештерекен, çынна, уйрăмах çитĕнекен ăрăва, тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшакан хăватлă юхăм - ГТО комплексне пурнăçласси - вăй илме пуçланă.

Pages