Спорт

6 Çурла, 2014

Нĕркеçпе Сĕнтĕр тăрăхĕн маттур арĕ

Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿел спортсменĕсем иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчен пуçласа Каçалпа Пăла тăрăхĕнче кăна мар, республикăри ăмăртусенче те пысăк çитĕнÿсем тума пуçланă.

6 Çурла, 2014

Маçтăрсен йышĕ ÿсет

ЧР Физкультурăпа спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - паянхи кун республикăн пĕрлештернĕ командисен йышĕнче спортăн 143 мастерĕ, тĕнче класлă мастерăн нормативне тултарнă 41 спортсмен тата РФ спортăн тава тивĕçлĕ 9 мастерĕ тĕрлĕ ăмăртура Чăваш Ен чысне хÿтĕлет.

6 Çурла, 2014

Фитнес-аэробика пики

Ун евĕр пикене спортсменка, чиперкке, общество хастарĕ тесе калаççĕ. Маттур та тăрăшуллăскере, республикăри фитнес-аэробика федерацийĕн ертÿçине çапла хаклани вырăнлă. Унăн пултарулăхĕпе ĕçченлĕхне те Чăваш Ен Пуçлăхĕ пысăк хак панă.

5 Çурла, 2014

Кашнин сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла

Комсомольски районĕнчи Хирти Явăш ялĕнче пурăнакан Давыдовсене, чăн та, спорт сывлăш пекех кирлĕ. "Ăмăртусене хутшăнни, кашни кун тренировкăна тухни вăй-хăват парать, пурăнма хавхалантарать, яланах çĕнтерÿ патне талпăнас килет", - çирĕплетет кил хуçи Анатолий Клементьевич.

5 Çурла, 2014

Çĕнтерÿсемпе савăнтарать

Пултаруллă марафонçă, спортăн тĕнче класлă мастерĕ Светлана Захарова çĕр-шыв чысне Олимп вăййисенче икĕ хут /2004, 2008çç./ хÿтĕленĕ. Паллă спортсменка халĕ те пире хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать.

Pages